ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

«Симĕс ылтăн» пӳлмене кĕрет

Хăмла пахчинче те халĕ ĕç вĕрет. Етĕрне, Вăрмар, Вăрнар, Çĕрпӳ районĕсем «симĕс ылтăнпа» ĕçлеççĕ. Кăçал республикăра ку культурăна 121 гектар çинче лартса ÿстернĕ. Çакă Мускаври «Лужники» комплексри 120 футбол уйĕн лаптăкĕпе танлашать. Паянхи куна хăмлана 45 гектар çинче татнă. 79 тонна пухса илнĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, хуçалăхсен кăçал 200 тонна яхăн «симĕс ылтăн» илмелле. Хальлĕхе тухăç савăнтарать, гектартан 18 центнер майлă тухса пырать. Хуçалăхсенче çанталăк япăхланнине те пăхмаççĕ. çумăр айĕнчех хăмла татаççĕ. Çакна хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Кĕске вăхăтра пухса илмелле — çак тĕллевпе ĕçлеççĕ хăмлаçăсем.