Ачасем – яланах тимлĕхре
Çитĕнекен ăру Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче çеç мар, ытти вăхăтра та яланах тимлĕхре пулмалла. Шăпăрлансен пурнăçĕ ăнсăртран татăласран, сывлăхĕ хавшасран вара шур халатлă асамçăсем сыхă тăраççĕ. Республикăри ачасен клиника больнициче çулсеренех кăткăс операцисене ăнăçлă пурнăçлаççĕ.