Пĕрлехи суйлав кунĕ ăнăçлă иртнĕ
Пĕрлехи суйлав кунĕ тивĕçлĕ иртнĕ. Çакна суйлава пĕтĕмлетес тĕллевпе йĕркеленĕ пресс-конферецире палăртрĕç. Чăваш Енре пурăнакансем çĕнĕрен йĕркеленĕ 19 муниципалитет округĕн пухăвĕсенче камсем пулассине тата пилĕк муниципалитетра, çав шутра тĕп хулари депутатсен пухăвĕсенчи пушаннă вырăнсене камсем йышăнассине сасăласа татса пачĕç.
Республикăн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров палăртнă тăрăх, суйлав яланах çĕршывăн обществăпа политика пурнăçĕнчи чи пысăк пулăмсен шутĕнче пулнă. Вырсарникун республикăри 780 суйлав участокĕ уçăлнă май вĕсенче Раççей Гимнĕ янăрани çак пулăма тата та сумлăрах тунă терĕ. Сасăлава 202 301 çын хутшăннă – суйлавçăн 49,89% ку. Республикăри тĕп суйлав комиссийĕн ертӳçи суйлав уççăн иртнине çирĕплетсех каларĕ.
Кашни сасăлав участокĕнче икшер видеокамера лартни те пĕлтерешлĕ. Пур çĕрте те обществăлла сăнавçăсем тăрăшнă. Пĕтĕмпе вĕсен йышĕнче 1700 çын. Вĕсен шутĕнче – Обществăлла канаш пайташĕсем, партисенчен тата кандидатсенчен тăратнисем. Суйлавра мандатсемшĕн пĕтĕмпе 1081 кандидат кĕрешнĕ. Протоколсен 100% тишкернĕ хыççăн суйлав иртнĕ тесе йышăннă, унăн кăтартăвĕсем вăйра тесе çирĕплетнĕ. Сасăлав кăтартăвĕсене палăртакан мĕн пур протокола комиссисен членĕсем пĕр саслăн алă пуснă, уйрăм шухăшсем пулман. Пĕтĕмпе 385 депутат суйланнă.
Унчченхи суйлавра суя информаци сахал марччĕ, хальхинчен кун пек тĕслĕхсем çукпа пĕрех – ку пирĕншĕн пысăк çитĕнӳ терĕç тĕп суйлав комиссийĕн пайташĕсем. Çапах та кăлтăксемсĕр мар. Социаллă тетелте пĕр аслă çулти хĕрарăм урамра сасăлани çинчен хыпарлакан видео çӳрет. Чăваш Республикин тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ Игорь Михайлов ку кинемей кăшăллă чир ертесрен асăрханса килте сасăлама ыйтса çырнă иккен. Вырăнти комисси пайташĕсем унта килсен подъезд умĕнче сасăласа хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. «Урна пулнă, вăрттăн сасăлас йĕркене никам та пăсман», – терĕ Игорь Васильевич. Чăваш Енри тĕп суйлав комиссийĕн пайташĕсем сасăлав тытăмĕ малашне те аталанса пырасса, суйлав шанчăклă, саккуна пăхăнса, тĕрĕс иртессе шаннине пĕлтерчĕç