Тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕн центрĕ
Республикăра 520 000 ытла çын тӳлевсĕр майпа юристсенчен пулăшу илнĕ. Хальхи вăхăтра 47 категорие кĕрекенсем çак çăмăллăхпа усă кураççĕ. Вĕсене тĕрлĕ тĕрĕсмарлăха сирме ку енĕпе 105 адвокат пулăшать. Паян Шупашкарта право тĕлĕшĕнчен тӳлевсĕр пулăшу паракан пиллĕкмĕш центр уçăлчĕ. Евгения Никишина 2018-мĕш çулта çурт лартма шухăшланă, анчах та ултавçăсен серепине лекнĕ.
ЕВГЕНИЯ НИКИШИНА: «Пӳрт хăпартатпăр тесе договор турăмăр, 3 миллион укçа патăмăр. 1-мĕш хут хăпартрĕ те урăх тумарĕ. Судится турăмăр».
Паянхи кун та строительство ĕçне пурнăçламалли çын илнĕ укçана каялла тавăрса паман. Парăм 2 миллион та 400 000 тенкĕне çитнĕ. Йывăрлăха лекнĕ хĕрарăм тӳлевсĕр юрист пулăшăвĕн центрĕ уçăлнине пĕлсен пĕр самант та тăхтаса тăман.
ЕВГЕНИЯ НИКИШИНА: «Эпĕ ку центра консултаци тума килтĕм. Ыйтса пĕлес терĕм унран мĕнле илме пулать укçине. Ун çĕр пур тет. Çавăн пирки заявлени çырмалла тесе ăнлантарчĕç. Приставсем патне кайса мĕн чухлĕ те пулин каялла илесчĕ тесе заявлени çырмалла».
Андрей Леонтьев вара Аня Чижова ырă кăмăллăх фондĕнче тăракан ачан ашшĕ. Пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатасшăн. Çак ĕçе пурнăçлама мĕнле документсем кирлине ыйтма килнĕ вĕсем. Центрта вăй хуракансем йывăр лару-тăрăва лекнисене кашнинех хапăлласа йышăнаççĕ. Çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ проекта уçма Аня Чижова фонд 256 000 тенкĕ грант выляса илнĕ. Право тĕлĕшĕнчен 260 тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерме хатĕр кунта. Пурĕ Шупашкарта халĕ тӳлевсĕр пулăшу паракан 5 центр ĕçлет.