ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Куракана илĕртме пултаракан опера

Оперăпа балет театрĕнче «Сăр чикки» опера лартма хатĕрленеççĕ. Унăн премьери юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче пулмалла. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Гранчĕпе лартаççĕ. Карина Шебелян композитор тата Екатерина Иванова-Блинова хайлавçă хатĕрленĕ ĕçе халăх умне тивĕçлĕ шайра кăларас тесе халĕ театрта кунсерен репетици ирттереççĕ.

Чуна витермелле вылямалла, 1941-42-мĕш çулсенчи чăн пурнăçа кăтартса пама тăрăшмалла. Сцена çине тухакансем пурте çакна асра тытса ĕçлеççĕ.

МАКСИМ КАРСАКОВ: «Ку оперăра йăла иртет ĕнтĕ. Обряд, вырăсла каласассăн. Çынсем йывăр самана çитиччен канса илмелле, выляса юлмалла теççĕ. Анчах та вара тăшмансем çитеççĕ пирĕн патнелле, йывăр самантсем çитеççĕ. Оперăра çавăн çинчен калаçатпăр. Анчах та мĕнле йывăр пулсан та çак пурнăçра, юрату çинчен манса каймаççĕ».

Пăрчăкан Юманова – тĕп сăнарсенчен пĕри. Вăл Сăр шывĕ хĕрринче вырнаçнă пĕчĕк ялта пурăнать, асамлă вăйсене ĕненет. Пике чăваш туррисене пуç çапать. Унăн юратнă каччи – Егор Мельников – фронта каять те хыпарсăр çухалать. Вăрçă пуçланнăранпа çынсен пурнăçĕ тĕпрен улшăнать. Яла Дмитрий Гаршин çамрăк инженер килет. Вăл шăпах чикĕсем тумалли пирки пĕлтерет. Опера режиссерĕ Ирина Гаудасинская артистсем сцена çинче хăйсене мĕнле тытнине тимлĕ сăнаса ларать.

«Опера çӳллĕ шайра иртмелле, архивра, музейре тĕпчени, таврапĕлӳçĕсемпе курса калаçни сая каймалла мар», – тет вăл. Спектакле лартакансен тата сăнарсене калăплакансен, чăннипех те, явапĕ пысăк. Çак оперăпа кăçал Максим Михайлов ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне уçма палăртаççĕ. Алина Сусметова, Дмитрий Ковалев, Бахтияр Велиев