ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Сăтăрçăсене тытнă

14 хир качаки, 12 пăши тата тăватă хир сысни. Чăваш Енре çулсем çинче 30 тискер чĕр чун вилнĕ. Çутçанталăка шар кăтартнăшăн страхлакан пĕрлешӳсем пĕр миллион та 700 000 тенкĕ укçа саплаштарнă.

Патшалăх сунар надзорĕ республикăра кăçал 1360 тĕрĕслев ирттернĕ. Вĕсенче саккуна пăснă 59 тĕслĕх тупса палăртнă. Пĕринпе уголовлă ĕç пуçарнă. 2022 çулта 53 çынна административлă явап тыттарнă. Вĕсенчен 17-ĕшне пĕр çулталăк сунара кайма чарнă, ыттисене штрафланă. Çутçанталăк сăтăрçисем виçĕ чĕрчуна вĕлернĕ. Сиен кӳнине вĕсем саплаштарнă