ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

220 çул — юстици службинче

220 çул каялла Раççейре юстици министерстви йĕркеленнĕ. Республикăри политика пурнăçне тытса пырасси, Чăваш Енре пурăнакансен прависене хӳтĕлесси, саккун тытăмне лайăхлатасси, патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтересси тата ытти пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлаççĕ юстици службинче вăй хуракансем.

Республикăра тӳлевсĕр юрист пулăшăвĕпе тивĕстерес ĕçе 105 адвоката явăçтарнă. Пурĕ çак çăмăллăхпа 47 категори çынни усă курма пултарать. Çак саккуна йышăннăранпа 10 çул çитнĕ, Юридици службинче тăрăшакансем çĕнĕ технологисемпе анлă усă кураççĕ. «Цифра экономики» наци проекчĕпе социаллă пулăшăва тивĕçекен 560 000 ытла çын юрист пулăшăвне тӳлевсĕр илме пултарнă. «ТелеМФЦ» çĕнĕ сервиспа усă курса кăçалтан çынсен хăйсен прависем пирки онлайн мелĕпе пĕлме май пур. Çакăн валли нумай функциллĕ центр сайтне кĕмелле е QR-кодпа усă курмалла. Чăваш Енре ачасем çуралнине те онлайн мелĕпе регистрацилеме пуçланă. Шупашкарти Мускав районĕнчи Тявинсен çемйи ача çуралнине ĕнентерекен хута пуринчен малтанах илчĕç тесен те юрать. Пĕчĕк Анастасия Шупашкарти ача çуратмалли 5-мĕш çуртра кун çути курнă. Людмила Тявина патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчен çак документа тутарма май пуррине тухтăртан пĕлнĕ.

ЛЮДМИЛА ТЯВИНА: «Пĕрремĕш, иккĕмĕш ача çуратнă чухне, эпир свидетельство о рождение илме килсесĕн черетре тăмалла пулнă. Темиçе хутчен çырмалла пулнă хучĕсене. Пĕр йăнăш тусан каллех çĕнĕрен тумалла. Халь ун пек мар, электронлă. Кайран ЗАГСа килетĕн те талон илсен хăйсем чĕнеççĕ. Çур сехет, пĕр сехет кĕтсе тăмалла мар черетре».

Ачасемшĕн паракан пур тӳлеве те Людмила патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă илме хатĕрленет.

НАТАЛЬЯ АРСЕНТЬЕВА: «Малашне çак суперсервиспа усă курса ашшĕсем амăшсем пособи çине заявленисем пама пултараççĕ. Садика черет тăма, амăш капитал çине сертификат илме. Электронлă заявленисем яраççĕ. Черет тăмалла мар. Пĕтĕмпех документсене электронлă илеççĕ».

«Адреслă социаллă пулăшу» патшалăхăн пĕрлехи тытăмне хута янăранпа сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесем кирлĕ документсене электронлă майпа вăхăтлă, килтен тухмасăрах илме пултараççĕ. Тĕрев укçи илме те çăмăлрах. Хут ыйтса çӳремелле мар. Ăста кадрсене хатĕрлес тĕллевпе çулсерен «Чи лайăх халăх дружиникĕ», «Чи лайăх муниципалитет служащийĕ» конкурссем иртеççĕ. 1992-1993-мĕш çулсенче Раççейĕн пĕрремĕш юстици министрĕнче ĕçленĕ Николай Федоров «юстици» сăмах латин чĕлхинчен куçарсан «тĕрĕслĕх» тесе куçнине аса илтерчĕ. Раççей, саккун, йĕркене пăхăнса ĕçлени пире çĕршыва малашне аталантарма пулăшанасса шанатăп, терĕ вăл. Регина Кубайкина, Дамир Хантимиров, Игорь Зверев