Ачасем телейлĕ пулччăр
Республикăра 230 000 яхăн 18 çула çитмен хĕрачапа арçын ача пурăнать. 2023 çул Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ ятпа иртĕ. Кун пирки республика ертӳçи Олег Николаев Хушу кăларнă. Ачасене телейлĕ тата тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тесен мĕн тумалла-ха? Çак ыйтăва эпир республикăра пурăнакансене патăмăр.
– Укçасене лайăх тӳлемелле, пособисене. Ачасене пособисене лайăхрах тӳлесен тата ачасене çуратаççĕ. Ачасене çавă кирлĕ. Пĕтĕм япала хаклă халь. Магазинра та япаласем хаклă.
– Ĕçлес пулать, ачасене пулăшмалла, сывлăх кирлĕ ĕнтĕ чăн малтан.
– Ачасене ĕçлеме вĕрентмелле. Вĕсене çут çанталăка юратма вĕрентес пулать, чечексене. Кĕнеке вулаттармашкăн. Вĕсем компьютер çинче кăна мар, кĕнекепе туслă пулччăр. Занятисем кирлĕ. Халь вĕсем физкультурăпа туслă, анчах вĕсене развити кирлĕ. Хальхи çамрăксем ытларах компьютер юратаççĕ, анчах вĕсене ытларах ĕçлеттермелле.
– Республикăн тăрăшмалла. Шкул, садик. Ман мăнуксем пĕри садике çӳрет, тепри шкула 3 класа çӳрето. Вĕсене лайăх пуласлăх, лайăх ачалăх пулас тесен, мĕнле каламалла, республикăн шеллемелле мар, пособисене памалла, тата пысăкрах памалла.
– Атте-аннен лайăх пулмалла. Вĕсем çинчен тăрăшмалла. Шкулта лайăх вĕренмелле хăйсен тăрăшса. Правительство мĕн йышăнать пурне те туса пымалла