ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

«Мишша пăтти» спектакль премьери иртрĕ

Чăваш патшалăх пукане театрĕнче Совет тапхăрĕнчи çыравçă Николай Носов хайлавĕ тăрăх ӳкернĕ «Мишша пăтти» спектакль премьери иртрĕ. Сцена çинчи пулăмсем ачасене те, аслисене те илĕртеççĕ. Тĕплĕнрех Елизавета Цветкова каласа парать.

Спектакль икĕ юлташ пурнăçне кăтартса парать. Вĕсем чылай çул пĕрле туслă пурăнаççĕ. Кунта кулăшла, кăштах тунсăхлă самантсем те пур. Хайлаври ĕçсем тăрăх, амăшĕ хулана тухса каять, ачасем килте хăйсем çеç тăрса юлаççĕ пăтă пĕçерме. Кунтан мĕн пулса тухать-ха? Куракансем спектакль пăхма çеç мар, хăш-пĕр самантсене хутшăнма та пултараççĕ.

НАТАЛЬЯ КИРИЛЛОВА: «Ку юмаха ачаранах астăватпăр ĕнтĕ. Ачапа пĕрле Кирилпа, унăн пĕрле вĕренекенĕпе Сашăпа килтĕмĕр пăхма. Шкулта та вĕсене вулама панă çак юмаха. Питĕ интереслĕ çак юмаха пăхма. Кайран шкулта учителе ăна мĕнле пăхнине, мĕнле вуласа тухнине каласа паратпăр».

 «Мишша пăтти» спектакле «Тăван ен культури» федераци программи пулăшнипе сцена çине кăларнă. Ăна хатĕрленĕ чухне Мускав, Сахалин, Беларуç тăрăхĕнчи специалистсене те явăçтарнă.

ЮРИЙ ФИЛИППОВ: «Ачалăха путмалли спетакль. Пуканисене пăхас пулсассăн та вĕсем тахçан эпир ачапча чухне, Совет Союзĕ вăхăтĕнче пăхаттăмăр кивĕ журналсенче. Çав журналсене кĕрсе кайнăн туйăнать. Çавăнпа та пирĕн куракансем, ман шанас килет, вĕсем те çак юмаха пăхса темле ачалăха таврăнаççĕ. Мĕншĕн тесен ку спетакль ачасем валли кăна мар, çитĕннисем валли те».

Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче ачасене вĕренме тата пултарулăха аталантарма республикăра калăпăшлă ĕçсем тума палăртнă. Çитес çулхи ĕç йĕркине хатĕрлеме пуçланă та ĕнтĕ.

СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «2023-мĕш çулта ачасене халалланă çулта эпир пултаруллă ачасемпе тăрăшса ĕçлеме питĕ тăрăшăпăр. Пирĕн плансем пур. Вĕрентӳ учрежденийĕсем анчах мар. Театрсем те çав пултаруллă ачасене суйласа илсе вĕсене малалла театр валли мĕнле хатĕрлес пирки тăрăшса ĕçлĕç».

«Мишша пăтти» спектакле çамрăк куракансем куç илмесĕр пăхрĕç, Унти сăнарсемшĕн пăшăрханчĕç, пĕрле савăнчĕç. Хайлаври ĕçсем куракана тавçăруллă пулма вĕрентеççĕ, ăнланман ĕçе пуçăнни, мухтанни те вырăнсăр пулнине систереççĕ