ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Ялта юлса çурт лартаççĕ

Республикăра ял ипотекине пĕчĕк процентпа илме пултаракансен йышне анлăлатма палăртаççĕ. Çакăн çинчен калакан йышăнăвăн проекте Министрсен Кабинечĕ хатĕрленĕ. Çăмăллăхпа усă куранкансен шутне «Атăл» батальонра тăракансене, вăрман хуçалăхĕсенче ĕçлекенсене кĕртĕç. Вĕсене кредит 0,1 – 0,5 процентпа парĕç. Çулталăк пуçланнăранпа республикăри 70 ытла çемье «Ял ипотеки» программăпа усă курса пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулнă. Чăваш Енре çак программа виççĕмĕш çул ĕçлет. 21 çултан иртнĕ çамрăксем те, аслăрах ăрурисем те патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пĕчĕк процентлă кредит илсе Шупашкар, Çĕрпӳ, Вăрнар, Муркаш районĕсенче çине-çине капмар çуртсем çĕклеççĕ.

Чашкинсен çемйи Шупашкар районĕнчи Çĕньялта çурт лартма 4 çул каяллах палăртнă. Çав тĕллевпе çĕр лаптăкĕ туяннă. Шупашкартан инçех мар, автобуссем çӳреççĕ, такăр çул – пире пур енчен те килĕшрĕ çак вырăн теççĕ вĕсем. Çурт никĕсне хăйсем тĕллĕн хывнă, çапах та укçи-тенки çитейменрен 2 миллион тенкĕ банкран «Ял ипотеки» программăпа кредит илнĕ.

АЛИНА ЧАШКИНА: «Эпир çак çурта 2019-мĕш çулта тума пуçланă. Кăçал эпир çак çурта туса пĕтерсшĕн. Пурăнма куçасшăн. Иккĕмĕш хутра стенасене якатса шуратнă. 1-мĕш хутра урайсене сарма хатĕрленетпĕр. Çак программа ялта пурăнакансен çынсене питĕ усăллă тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен проценчĕ пысăк мар. Кĕске вăхăтра çурта туса пĕтерсе пурăнма куçма пулать».

Шупашкар районĕнчи Вăрманкасри Ефимовсем те кĕçех çĕнĕ çурт ĕçки ирттерме хатĕрленеççĕ. Вĕсем «Ял ипотеки» программăпа усă курса 3 миллион тенкĕ илнĕ. Подрядчик кирпĕч çурт купаласа, тăррине витсе, стенасене якатса, алăксене, чӳречесене лартса, шыв пăрăхĕсене çыхăнтарса панă вĕсене. «Тинех çутă ĕмĕт пурнăçланчĕ», – теççĕ Ефимовсем.

АНЖЕЛИКА ЕФИМОВА: «Подрядчик икĕ хутлă çурт туса пачĕ. 105 квадратлă метр пирĕн пӳртре. Çиелти 3 пӳлĕм, 3 спальный комната, аялта кухньăра зал пирĕн туалетпа ванный. Прихожий пур. Пире вырăн çитет».

АЛЕКСЕЙ АНДРЕЕВ: «Чăваш Республики 3-мĕш çул ял ипотекипе ĕçлет. Çак программа 1300 çемье кредит илчĕç».

 Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви регион ĕç-хĕлне тимлекен центрпа йĕркеленĕ тӳрĕ линире çак программăна малалла тăсни çинчен, унта Шупашкар, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле хулисемсĕр пуçне ытти районта тата ялта пурăнакансем çурт çĕклеме пултарнине пĕлтерчĕç.

 СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Пирĕн республикăра çак ставкăна чакарнă, нумай ачаллисем валли 0, 01 процент. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем валли 0, 5 процент. Кооперативсенче ĕçлекенсем валли 1 процент, социаллă сферăра ĕçлекенсем валли 0, 1 процент. Çамрăксене 35 çул тултариччен 0, 1 процент пулать ку. Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем валли 0, 65 процент, пушар сӳнтерекенсем валли 0, 1 процент. «Атăл» батальонра служить тăвакансем валли 0,1 процент пулать çак ставка».

 Çавăн пекех кăçалтан хулара хваттер туянма пĕчĕк процентлă кредит илме май пулмасть. Çулсерен ял пурнăçне лайăхлатас, аталантарас тĕллевпе Раççей, Чăваш Республикин правительствисем тĕрлĕ проектсене пурнăçлама пысăк укçа уйăраççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр 5 миллиард тенкĕ ытла пăхса хăварнăччĕ. Кăçал ял тăрăхне комплекслă аталантармалли пĕр пуçару хута каймалла. Халăх пуçарăвĕпе 900 яхăн проекта кун çути кăтартма палăртнă. Унпа килĕшӳллĕн çĕнĕ асфальт çулсем сарма, коммуналлă хуçалăх объекчĕсене ĕçе кĕртме, кану вырăнĕсене хатĕрлеме палăртнă