ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Хăвăртрах тата ансатрах

 

Чăваш Енре «Тухăçлă регион» проект туллин пурнăçланса пырать. Республика унта 2021-мĕш çултанпа хутшăнать. Пĕлтĕр 206 проекта ĕçе кĕртнĕ, вĕсене пĕр пин ытла çынна явăçтарнă.

Хальхи вăхăтра «Тухăçлă регион» проектпа 50 ытла пĕрлĕшӳ усă курать. Ĕç йĕркине улăштарни 527 000 ĕç сехетне перекетлеме май панă. Ку 88 миллион тенкĕпе танлашать. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, регионта перекетлĕ производствăн мелĕсемпе усă куракан чи лайăх практикăсен тĕслĕхĕсене йĕркелемелле. Çакна та палăртмалла, экономика аталанăвĕн министерствин патшалăх пулăшăвĕсен тухăçлăхне ӳстермелли проектне Раççей шайĕнче ырланă. Унпа килĕшӳллĕн, сăмахран, «Ĕç ветеранĕ» ята, хутсем тăратнă хыççăн, 41 кунран илме пулĕ, ача садне черете тăмашкăн заявка хатĕрлемелли вăхăта 10 минут хăварнă