ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Викторина çĕнтерӳçи наци телекуравĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ

 

Чăваш наци телевиденийĕ Шупашкар хула кунĕ тĕлне викторина ирттерчĕ. Унăн çĕнтерӳçи Егор Полячихин телевидени ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тивĕç пулчĕ. Çак кунсенче çамрăк каччă пирĕн пата хăнана кĕрсе тухрĕ, телекăларăмсене мĕнле хатĕрленине хăй куçĕпе курчĕ.

Хыпарсене мĕнле хатĕрлеççĕ, сюжетсене кам çырать, корреспондент сассине кам тасатать, репортажсемпе роликсем валли чи хитре ӳкерчĕксене кам суйлать? Экскурси чи кăсăклă самантран пуçланчĕ. Калăпăр, кӳ пӳлĕмре режиссерпа корреспондент черетлĕ репортаж хатĕрлеççĕ. Малалла вара тата интереслĕрех. Егор Полячихин кунта хăйне юмах тĕнчине лекнĕнех туйрĕ. Мĕншĕн пӳлĕмсенче пăралук тата монитор нумай?

Студи умĕнче вырнаçнă информаци центрĕ телекурав чĕри пулнине те пĕлчĕ çамрăк каччă. Техниксем тата çак хатĕрсем пулăшнипе республика тата ун тулашĕнчи хыпарсем куракан патне вăхăтра та хăвăрт çитеççĕ. Егор студире вăхăтлăха ертсе пыракан тивĕçне пурнăçласа пăхрĕ. Егор телекурава ахальтен лекмен. Вăл наци телевиденийĕ хула кунне йĕркеленĕ викторинăра çĕнтернĕ. Ыйтусене «Вконтакте» социаллă тетелти ушкăнра йĕркеленĕ пулнă. Пурĕ 100 ытла çын хутшăннă. Егор вара тăван хула историне пуринчен лайăх пĕлнине çирĕплетрĕ.

Каччă чи пысăк парнене – Наци телекурвĕн палиллĕ футболкăна тата пирĕн пата хăнана килсе курма тивĕç пулчĕ. Сенкер экран хыçĕнчи ĕç-хĕлпе, регионти чи пĕлтерĕшлĕ хыпарсем пирки пуринчен маларах пĕлес тетĕр пулсан пирĕн хыпарсене пĕр сиктермесĕр пăхма сĕнетпĕр. Социаллă тетелсенче те пирĕнпе пĕрле пулăр