«Атăл» наци батальонне – пулăшу
Чăваш Ен правительстви «Атăл» наци батальонне тĕрлĕ енлĕн тĕрев кӳрет. Эрнекун ирхине Шупашкарти Çĕнтерӳ паркĕнчен çар операцине хутшăнакан ушкăн валли черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç. Вăл шутра УАЗ «Патриот» автомобиль, компьютерсемпе планшетсем, квадрокоптерсем тата ĕçре кирлĕ япаласем.