ru24.pro
Новости по-русски
Август
2022

Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн уявĕ

Паян – Раççей патшалăх ялавĕн кунĕ. 1991-мĕш çулхи çурлан 22-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕ наци ялавне усă курасси çинчен йышăну кăларнă. Унта патшалăхăн çĕнĕ символĕ виçĕ тĕслĕ пулмаллине çирĕплетнĕ. Çынсене пĕрлештерекен, Тăван çĕршыва хисеплеме, юратма пиллекен кун Шупашкарти кӳлемĕшре, «Анне» монуменчĕ çумĕнче, ир-ирех уяв акцийе иртрĕ. Ырă пуçарăва республика Пуçлăхĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, тĕрлĕ вĕрентӳ учрежденисен тата культура ĕçченĕсем, кадетсем, волонтерсем хутшăнчĕç.

 Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕ кунта килнĕ кашни çын аллинче вĕлкĕшет. Халăх историне кăтартакан пуянлăха вĕсем мăнаçлăн та тирпейлĕн тытнă.

 СТАНИСЛАВ ТРОФИМОВ: «Паян Раççейре Патшалăх ялавĕн уявĕ. Çакăнта хутшăннăшăн питĕ савăнатăп. Пирĕн çак ялава сыхласа тăмалла, унпа мухтанмалла. Хам та Раççей гражданинĕ пулнă пирки савăнатăп».

Ентешĕмĕрсене çак сумлă уявпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. Раççейре пурăнакансемшĕн патшалăх ялавĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каларĕ. Тăван çĕршывăн символĕ мăнаçлăх палли шутланать, вăл кашнин чĕринче упраннине палăртрĕ регион ертӳçи. Уявра Раççей артисчĕ Денис Майданов патшалăх ялавне халалланă юрăпа савăнтарчĕ.

ГЕННАДИЙ МАТВЕЕВ: «Кашни çын патшалăх ялавне хаклатăр. Пирĕншĕн вăл – пурнăç. Эпир мĕнле кăмăлпа пурăнатпăр, çавăнтан пирĕн пурнăç килет. Чăваш Ен çыннисене ырлăх-сывлăх сунасшăн. Яланах пĕрле, яланах чăмăртанса. Раççей Президенчĕ пире тĕрĕс çулпа илсе пыни пирĕншĕн питĕ хаклă».

МОРИС ЯКЛАШКИН: "Пирĕн Чăваш Республикинче çакăн пек уяв пулни вăл пирĕншĕн питĕ хисеплĕ те сумлă. Каламалла ĕнтĕ, Раççей Федерацийĕн символĕсем вăл флаг тетпĕр, герб тетпĕр, çавăн пекех вăл мухтав юрри, гимн. Ялав вăл çавăн пек сумлă та хăйне евĕрлĕ чĕнӳ пулса тăнă. Хăй вăхăтĕнче Берлинра ялав çĕклерĕç, çĕнтерӳ ялавĕ. Чăннипех те, çав самант питĕ пысăк калăпăшлă япала пулса тăчĕ».

ДЕНИС ЖАРОВ: «Ку пирĕн çĕршыв символĕ. Кăмăлсем питĕ лайăх. Чĕрере питĕ ăшă, мĕншĕн тесессĕн эпĕ Раççей гражаданинĕ».

 Паян Раççей ялавĕ уйрăмах мăнаçлăн вĕлкĕшет. Унăн шурă, кăвак, херлĕ тĕсĕсен пĕлтерĕшне те паян витĕмлĕрех туятăн. Шурă тĕс – тасалăх, çирĕплĕх, тăнăçлăх; кăвакки – ĕненӳ; хĕрли – вăй – Раççее çак хаклăхсем яланах пĕрлештерсе тăрĕç. Елизавета Цветкова, Георгий Кривошеин