ru24.pro
Новости по-русски
Август
2022

Ял сăнĕ улшăнать

Ялсен сăн-сăпачĕ улшăнать. Çакă ял тăрăхĕсем тĕрлĕ программăна хастар хутшăннипе çыхăннă. Чăваш Енре 2017-мĕш çултанпа халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртме май паракан программа ĕçлет. Çак тапхăрта 2722 проекта ĕçе кĕртнĕ, вĕсенчен 600 ытларахăшĕ çул тăвассипе çыхăннă. Кăçал та халăх пуçарăвĕпе нумай проект ĕçе кĕртмелле. Кун пирки Чăваш Енри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Правительство çуртĕнчи ларура каласа пачĕ.

 Программа ĕçлеме пуçланăранпа 5 çул çитрĕ. Малтанхи тапхăрпа танлаштарсан, проектсен шучĕ 9 хут майлă ӳснĕ. Укçа-тенкĕ уйăрасси те самай пысăкланнă. Халăх пуçарăвĕпе йĕркеленĕ проектсене пурнăçлама кăçал 980 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.

 СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Ку инициативлă бюджетированипе çак программăна усă курса ялта пĕтĕмпех тума пулать. Кăçал 867 проект конкурса çĕнтернĕ. Ăçта халăх укçа пуçтарнă, республика ертӳçи Олег Алексеевич хушăвĕпе патшалăх хăй енчен пысăк районсене 60 процент, пĕчек районсене 80 процент илсе çитерет. Софинансировани тетпĕр, çак укçине илсе çитерет».

 Çул такăрлатмалла, ача-пăча лапамĕ тумалла, коммуналлă хуçалăх тытăмне юсамалла, кӳлĕ тасатмалла, культура çуртне çĕнетмелле тата ытти те – халăх ытларах çак енсемпе пуçаруллăрах. Кăçал тума палăртнă проектсен çуррине пурнăçланă та. Çав вăхăтрах 46 проектпа халĕ те аукцион пулман. Вĕсенчен 11-шĕ Çĕмĕрле тăрăхĕнчен. Халăх пуçарăвĕн программипе йĕркеленĕ ĕçсене ирттерме республика хыснинчен уйăракан укçана ĕçе кĕртесси уксахлать. Вăрмар, Вăрнар, Красноармейски, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Патăрьел районĕсенче ку енпе япăх ĕçлеççĕ.

Йĕпреçсемпе тăвайсем вара кал-калрах. Халăх пуçарăвĕпе кăçал ирттермелли ĕçсене пĕлтĕр юпа уйăхĕнчех палăртнă. Республика хыснинчи укçана та иртнĕ çул муниципалитетсене çитернĕ. Апла пулин те çак ĕç вăраха кайнă. Ку Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева кăмăлсăрлантарчĕ. Вăл халăх хутшăнакан проектсемпе тимлĕрех ĕçлеме ыйтрĕ. Пуçланине вĕçне çитерейменни пулмалла маррине хытарсах каларĕ. Ку программăпа йĕркеленĕ ĕçсене вĕçленĕ хыççăн перекетленнĕ укçа ытти çĕнĕ проектсене пурнăçлама май парать.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Конкурссем ирттернĕ хыççăн укçан пĕр пайĕ, перекетленнĕ пайĕ, ăна каялла тавăрса парас мар тесе, кăçал çĕнĕ конкурс ирттертĕмĕр. Çĕнĕ конкурсра 367 проект хутшăнчĕ, вĕсенчен çак 43 проектне кăçалах туса хуратпăр, ыттисем тепĕр çула куçаççĕ. Халăх укçа панă пулсан пăшăрханмалли çук. Тепĕр çул çак проектсене пурне те туса пĕтеретпĕрех».