Спортпа та туслă
Пĕчĕк сăнăсемпе тĕл пересси, вĕрен туртасси, вырăнтан инçете сикесси тата ытти те. Чăваш Республикин финанс органĕсен ĕçченĕсем укçа-тенкĕ шутлассипе кăна мар, спорт енчен те маттур. Çакна вĕсем хăйсен тытăмĕнчи пĕрремĕш Спартакиадăра çирĕплетрĕç. Ăмăртăва Раççей финанс министерстви 220 çул тултарнине халалланă.
Вĕрен туртса ăмăртасси пĕрре пăхсан ансат тейĕн, анчах пурте пĕр чăмăр пек пулсан кăна çĕнтерме пулать. Çак шухăша çĕнĕ шупашкарсем аванах ăша хывнă. Çивĕч тупăшура вĕсем Канаш хулин ушкăнне парăнтарчĕç.
МАРИЯ СЕРГЕЕВА: «Çакăн пек мероприяти пĕрремĕш хут иртет. Хам эпĕ финанс тытăмĕнче 20 çул ĕçлетĕп. Çакăн пек спартакиада ирттерсе яни, ман шутпа, питĕ кирлĕ. Финансистсене вăл пĕрле те пухса пĕрле ĕçлесе, пĕрле савăнса, пĕрле паллашса, пулăшма ĕçре пур мĕнре те пулăшасса шанатăп».
Укçа-тенкĕпе ĕçлекенсем сывă пурнăç йĕркине çирĕппĕн пăхăнса пыраççĕ. Çавăнпа спартакиада вĕсемшĕн уяв. Финансистсем спортăн пилĕк тĕсĕпе ăмăртрĕç. Хăвăртрах, çӳллĕрех, вăйлăрах. Чăваш Республикин финанс тытăмĕн ĕçченĕсене чăн-чăн спортсменсем теме пулать. Ăмăртăва хутшăннă кашни çын – çĕнтерӳçĕ.
РЕНАТА АНАНЬЕВА: «Спартакиадăна ирттересси малалла та йăлана кĕрессе питĕ шанас килет. Чăнах та, спорт ăмăртусемсĕр пуçне чи малтанах ĕнтĕ финансистсене пĕрлештерме пулăшать. Çак официаллă мар обстановкăра пĕр-пĕрне тĕл пулса калаçса илесси те питĕ меллĕ самант пуль тесе шутлатăп».
Спартакиадăн çĕнтерӳçи Чăваш Республикин финанс министерствин ушкăнĕ пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене канашсемпе хĕрлĕ чутайсем тивĕçрĕç. Алексей Зотиков, Милена Алексеева, Игорь Зверев