ru24.pro
Новости по-русски
Август
2022

Хамăр тăрăхрах хăвармалла

Шкултан вĕренсе тухнисемшĕн паян хĕрӳ тапхăр. Нумайăшĕ пĕлĕвне малалла ӳстерес тĕллевпе аслă тата вăтам профессиллĕ вĕренӳ заведенийĕсене кĕме хатĕрленет. Шкул пĕтернĕ çамрăксене кăçал мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ-ши? Республикăри йышăну кампанийĕн кăтартăвĕсемпе çак кунсенче Правительство çуртĕнче паллаштарчĕç.

Республикăра 12 аслă шкул. Профессиллĕ вăтам пĕлӳ паракан 24 вĕренӳ заведенийĕ шутланать. Вĕсенчи бюджет вырăнĕ 10 000-рен те иртет. Аслă пĕлӳ паракан учрежденисенче кăçал конкурс иртнĕ çулхинчен пысăкрах - пĕр вырăна вăтамран 7 çын. Уйрăм специальноçсемпе кăтарту тата та пысăкрах.

Акă, Чăваш патшалăх университетĕнче «Информаци хăрушсăрлăхĕ» специальноçпа вĕренес текенсенчен пĕр вырăна 26 заявлени йышăннă. Кадастрпа çĕр виçевĕн пĕлĕвне илес текенсем те йышлă. Аслă пĕлӳ паракан çуртсене 4 000 ытла яш-кĕрĕме йышăннă та ĕнтĕ. Вĕсенчен çурри ытларахăшĕ тӳлевсĕр вĕренĕ.

Йышăну кампанийĕ вĕçленмен-ха - малалла пырать. Вăтам профессиллĕ вĕрентĕвне тишкерсен çакă курăнать. Электромеханика, экономикăпа технологи, Никольский ячĕллĕ професси колледжĕсенче конкурс пысăк. Çамрăксем пушар хăрушсăрлăхĕпе, электротехникăпа çыхăннă специальноçсене, психолог-педагог профессине килĕштереççĕ иккен. Яш-кĕрĕм пысăк хуласенчи аслă вĕренӳ заведенисенче вĕренме ăнтăлнине пытармалла мар. Ларура вĕсене Чăваш Енрех хăвармалли майсем тупмалли пирки те сăмах пуçарчĕç. Çавна май пысăклатнă стипендисем туса хумалли пирки каларĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Михаил Ноздряков ку енĕпе тĕплĕ программа кирлипе килĕшрĕ, çамрăксене кунтах лайăх професси илмелли майсем туса памаллине палăртрĕ