Строительсен аллинче пĕтĕм тĕнче
«Турă çĕре тунă, ыттине – строительсем». Çак каларăшран пуçларĕ Правительство çуртĕнче иртнĕ тĕл пулăва паян республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Уншăн строитель кунĕ питĕ çывăх пулнине пĕлтерчĕ, мĕншĕн тесен хăйĕн ĕç кун-çулне шăпах çак профессирен пуçланă. Уявра строительство тытăмĕнче тăрăшакансене патшалăх наградисемсемпе чысларĕç.
Çулсерен çурла уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче строительсем професси уявне паллă тăваççĕ. Коммуналлă хуçалăхра, çулсем, çурт-йĕр тунă чухне хальхи йышши технологисемпе усă кураççĕ. «Ăслă çурт» мелĕсене алла илсе халĕ нумай хваттерлĕ çуртсем çĕклеççĕ. Кăçал çак инфраструктура проекчĕсене пурнăçлама Чăваш Республикин Правительстви – 5 миллиард тенкĕ бюджет кредичĕ пăхса хăварнă. Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата Шупашкар районĕнче комплеслă строительство ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Çурла уйăхĕнче Çĕмĕрле тата Куславкка хулисенче коммуналлă хуçалăхра пысăк ĕçсем пурнăçлама палăртнă.
НИКОЛАЙ УГАСЛОВ: «Кăмăлсем аван, çитĕнӳсем пур. Кăçал «ТУС» строительство компанийĕ 30 çул тултарчĕ. Çак 30 çул хушшинче миллион квадратах çитеймен-ха, çав еннелле çитсе пырать. Эпир çурт-йĕр тунă. Шкулсем, садиксем. Юлашки 15 çул хушшинче Шупашкар хулине çĕклетпĕр. Ĕç нумай. Строительство комлексĕ аталанса пырать. Хамăрăн хула çĕнелсе пыни савăнтарать. Пурне те сывлăх, ырлăх, телей тата çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнӳсем туса ӳсĕмсем туса пыма сунатăп».
Çынсене пурăнма юрăхсăр çуртсенчен куçармалли программăна, тĕрлĕ çăмăллăх илме тивĕçекенсене хăтлă хваттерпе тивĕçтерес ыйтăва та татса парасшăн. Нумай ачаллă çемьесен тĕлĕшпе те тĕрлĕ йышăнусем пурнăçа кĕртесшĕн. Ĕç пурне те çитет, çавăнпа та ăста кадрсем пур çĕрте те ылтăнпа танах. Алексей Петрянкин – пĕчĕкренех ашшĕпе пĕрле кирпĕч купалама хăнăхса пынă. Строительсене вăл ӳнерçĕсемпе танлаштарать. Çулсерен республикăри чи лайăх кирпĕч хуракансен конкурсĕнче çĕнтерет.
АЛЕКСЕЙ ПЕТРЯНКИН: «Тăрăшатпăр, ĕçлетпĕр. Сывлăх пулсан соперничать тăватпăр».
ПЕТР ЛЕПЕШКИН: «Пирĕн завод, комбинат 1969-мĕш çулта ĕçлеме пуçланса кайнă. Пĕтĕм ялсенче, колхозсенче, совхозсенче пĕтĕмпе зернохранилищĕсем, коровниксем, свинарниксем, ача-пăча садикĕсем, дом культурисем, шкулсем,, правлени колхозсем пĕтĕмпе строить тунă. Çурт-йĕрсем ял çыннисем валли. Пурнăçĕ хăех тĕксе пырать вăл хăш еннелле мĕнле туса пымаллине. Çавăнпа эпир ăна кайнă малалла ĕçлеме».
Ĕçре çитĕнÿсем тунисене Раççей тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысларĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалласа уçнă асăну комплексне хăвăрт тата пахалăхлă туса панăшăн тав турĕ. Регина Кубайкина, Бахтияр Велиев