ru24.pro
Новости по-русски
Август
2022

Умра — пысăк тĕллевсем

Фермерсене аталанма пулăшасси, патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси, çĕнĕ производствăсем уçасси çинчен калаçрĕç тата чи ăнăçлă практикăсемпе паллаштарчĕç. Республикăри фермерсен слёчĕ тухăçлă иртрĕ. Ăна виççĕмĕш çул Етĕрне районĕнче йĕркелеççĕ. Мĕн канăç памасть-ха паян çĕр ĕçченне – çакăнпа пирĕн пултарулăх ушкăнĕ кăсăкланчĕ.

 Пысăк укçа ĕçлесе илсе шурă кулач çиес кăмăллă çамрăксем халĕ Мускава е ытти пысăк хулана тухса каймасăрах тĕллевне пурнăçлама пултараççĕ. Вĕсем тăван тăрăхрах фермер хуçалăхĕсем йĕркелеççĕ. Тĕрлĕ производство уçаççĕ. Антон Кондратьев 5 çул каялла тăван çĕршывăн тĕп хулинче лайăх ĕçре вăй хунă хыççăн хăй çуралнă Муркаш районнех куçса килнĕ. Çĕр çырли ӳстерме пуçланă.

АНТОН КОНДРАТЬЕВ: «Çырла çитĕнтерсе патшалăх пулăшăвне илес килет. Документсем грант «Перспектика» илме панă. Çĕнтерсе илнĕ. Халь оформить тăватăп. Сорт «Мурано», санонрез пур, ремонтантлă. Çырлине ытларах Шупашкара турттаратпăр. Рынокра, çынсене. Доставкăпа, рассадăпа».

 Пуçаруллă, хастар, çĕнĕ шухăшпа çунса тăракан, тăрăшуллă хуçалăх ĕçсенĕсем пухăннă фермерсен слетне. Унта Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă май, ял пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртме çĕнĕ ĕç вырăнĕсем кирлине, чĕр тавара тирпейлесе сутлăха кăларма тăрăшмаллине палăртрĕ. Çавăнпа та «Патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курмалла, эпир сире пур енлĕн пулăшма хатĕр», – терĕ фермерсемпе ирттернĕ уçă калаçура.

 СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Фермерсен пуласлăхĕ пысăк тесе калас килет манăн. Патшалăх пулăшăвĕ чакмасть. Ӳссе-ӳссе пырать. Олег Алексеевич каласа хăварчĕ, пĕтĕм проект, мĕнле фермерсем пур – вăл республикăна кирлĕ тĕк, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвать тĕк, пире кирлĕ вăл – 70 000 çынна яхăн Мускава шапаша çӳреççĕ. Вĕсене каялла тавăрас тăк ĕнтĕ, паллах, пирĕн фермерсене малашне те пулăшса пымалла».

Çĕнĕ утăмсем тума, çĕнĕ ĕçсем пуçлама пĕлӳ çитменни чăрмантарать. Çак йывăрлăха сирес тĕллевпе республикăри фермерсен шкулĕ ăнăçлă ĕçлет. Унтан вĕренсе тухакансем сыр пĕçерме, хаклă йышши пулă ĕрчетме, çĕнĕ йышши технологисене алла илсе тĕрлĕ тавар хатĕрлеме пуçланă. Ял хуçалăх кооперативĕсем те вăй илсе пынине палăртрĕç çак тĕл пулура. «Патшалăх пулăшăвне эпир пĕрремĕш кунранах туятпăр, анчах та ăста специалистем пулмасан ĕç малалла каймасть».

НИКОЛАЙ НИКОЛАЕВ: «Эпир мĕн чухлĕ çул ачасем валли площадкăсем, клубсем тăватпăр. Вĕсене пурпĕр хула илĕртет. Çавăнпа çак ыйтăва татса пама питĕ нумай вăхăт кирлĕ. Пĕр çулта, икĕ çулта пулакан япала мар. Правительство тăрăшать, пирĕн ял хуçалăх министерстви тăрăшать».

Канаш районĕнчи ял хуçалăхри чĕр тавара тирпейлекен «Мелилотус» кооперативра нумаях пулмасть çĕнĕ цех уçăлнă. Республикăри ял хуçалăх министерствин çак проекта пурнăçлама 40 миллион тенкĕ грант уйăрнă. Предприятире пылтан тĕрлĕ ĕçме-çиме туса кăлараççĕ. Квас, пылак шĕвек, артезиан шывĕ кăларас производствăна хута янă.

 Çавăн пекех кăçал патшалăх гранчĕпе усă курса Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче какай тирпейлекен кооперативсем хута каймалла. Кăçал ял пурнăçне аталантарма тĕрлĕ шайри хыснаран 5 миллиард тенкĕ ытла укçа уйăрнă, 900 проект пурнăçа кĕртме палартнă. Регина Кубайкина, Игорь Зверев