ru24.pro
Новости по-русски
Август
2022

Форсайт-сесси иртрĕ

Раççейре бизнес тытăмĕнче цифра технолигийĕсене пурнăçа кĕртесси, усламçăсене тивĕçлĕн аталанма экономикăра тата экологи тĕлĕшпе майсем туса парасси. Çак тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтăва цифра аталанăвне халалланă форсайт-сессире сӳтсе яврĕç. Унта Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хутшăнчĕç.

 Çăмăл мар лару-тăрура пуçарулăха аталантарма пулăшас тĕллевпе патшалăх чылай ĕç тăвать: укçа-тенкĕпе пулăшать, налук енчен çăмăллăхсем парать, пысăк пĕлӳллĕ специалистсене илĕртет. Патшалăхпа усламçăсем тачă çыхăнса тăрăшни ют çĕршывра туса кăларакан хатĕрсене хамăрăннисемпе хăвăрт улăштарма тата урăх çĕршыв таварĕсене çăмăллăнах пăрахăçлама пулăшмалла. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртес тесен ĕçлĕ çынсене усăллă сĕнÿ-канаш пани уйрăмах кирлĕ.

Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина шучĕпе, паянхи кун предприятисене цифра хатĕрĕсем çине куçарни регионти тата çĕршыври экономикăна ăнăçлăн аталантарма пулăшмалла. Çавăнпа та сессие те тӳрех виçĕ министерство ертсе пынипе йĕркеленĕ. Унта хутшăнакан экспертсем тĕлпулăва пухăннисене услам тытăмĕнче çитĕнӳсем тумалли майсемпе тĕревсем çинчен каласа пачĕç. Căмахран, Раççейри информаци технологийĕсен аталанăвĕн фончĕ бизнесменсене темиçе миллион тенкĕ таран грант парса хавхалантарать.

Чăваш Ен çыннисен те вĕсене çĕнсе илес шанăç пур. Ун валли IT-проект çырмалла. Фонд ертӳçи Ремир Гасанбеков пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çур çулта пирĕн республикăри 1061 пĕчĕк тата вăтам усламçă грант пулăшăвне илме пултарнă. Сессие хутшăнни бизнесра тăрăшакансене хавхалану кÿчĕ, çĕнĕ шухăшсем çуратрĕ. «Вĕсен малашнехи тĕллевĕсемпе ĕçĕ-хĕлĕ Чăваш Ен экономикине те витĕм кӳмелле», – палăртаççĕ экспертсем. Юлия Адюкова, Павел Иритков, Бахтияр Велиев, Сергей Емельянов