ru24.pro
Новости по-русски
Август
2022

«Телей алă çупса тăнă чух»

Вăл прозаик, поэт, драматург, Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш АССР-ĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чăваш халăх çыравçи Анатолий Кипеч 85 çул тултарчĕ. Çак пулăма халалласа Константин Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче «Телей алă çупса тăнă чух» ятпа курав уçăлчĕ. Унта çыравçăн кĕнекисене, наградисене, халиччен халăх умне кăларман ал çырăвĕсемпе тĕпчев ĕçĕсене, сăн ӳкерчĕксене тăратнă.

 Куравра Анатолий Кипечĕн пултарулăхĕпе паллашма çеç мар, вăл хăш йăхран тухнине тата унăн пурнăç çулне йĕрлеме пулать. Çут çанталăк панă ăсталăх сыпăкран-сыпăка куçса пынă. Анатолий Ильичăн ашшĕ мĕн пĕчĕкрен хут купăс каланă, амăшĕ енчен искусствăпа кăсăкланакансем чылай пулнă.

АНАТОЛИЙ КИПЕЧ: «Вăл йăхран пĕчĕккĕн çапла пуçтарăсна пырать те пĕр çынра вара вăл вăйлăрах шăтса тухать. Эпĕ мана çакăн пек пулма пĕтĕм ăру пулăшнă тесе шутлатăп. Эпĕ ăру ывăлĕ çке-ха. Çакăн пек ăнланмалла ăна. Хам вĕренни, тăрăшни, пурнăçа лайăх ăнланма тăрăшни, пурнăç опычĕ, курса çӳрени. Çавсем пурте хут çине хуллен тухса пынă та 40 кĕнеке ытла пичетленсе тухнă. 85 вăл маншăн нумай мар, пач та. Хăвăрт иртсе кайрĕ вăхăт. Эпĕ ăна сисмерĕм те».

Çулĕсем самаях пулин те, тĕллевĕсем, ĕмĕчĕсем хавхалантараççĕ юбиляра. Вулакансене тата та çĕнĕ кĕнекесем парнелеме хатĕрленет Кипеч. Куравпа паллашма Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина, çыравçăн литературăри тусĕсем, культурăра ĕçлекенсем, ентешĕсем килнĕ.

ВИТАЛИЙ РОДИОНОВ: «Кипечĕн хăйне евĕрлĕ. Çав тата 90-мĕш çулсенче çĕнетӳ ыйтăвĕпе, демократсен йышĕнче пулса питĕ ĕçлерĕ. Хирĕçле япаласене, официаллă япаласене хирĕç çĕмĕрекен пулчĕ. Çав енчен пăхсан та вăл хăйне евĕрлĕ çын, тĕпчевçĕ, ученый. Вăл Геннадий Волковпа та тупăшпа пултарать. Иван Яковлевич Яковлев çырнисене те тепĕр хут хакласа критиклеме пултарать. Тĕрĕс-и тĕрĕс мар-и вăл пĕр япала, анчах хăюлăх çитерме ăс, пуç кирлĕ».

 Анатолий Кипеч сăввисемпе хывнă юрăсене юратса итлеççĕ чăвашсем. Вĕсем уявра та янăрарĕç. Курав уçăлнă кун çеç мар, ытти кун та музей хăнисемшĕн кăсăкли чылай пуласса шантараççĕ кунта ĕçлекенсем