ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Сывлăх сыхлавĕпе тивĕçтересси

Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчере парламентаризм кунне паллă тăваççĕ. Ăна 2018-мĕш çулта пуçарнă. Çак кунах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен черетлĕ сессийĕ иртрĕ. Республикăра пурăнакансен сывлăхне упрасси, вырăнти хай тытăмлăх органĕсене уйрăм тивĕçсем парасси тата патриотла воспитани енĕпе тухăçлă ĕçлессипе çыхăннă саккун проекчĕсене пăхса тухрĕç парламентарисем. Кун йĕркинче 23 ыйту пулчĕ. Чăваш Енре кĕçех урăлтармăшсем хута кайĕç. Вĕсем Совет саманинче анлă сарăлнă пулнă, çапах та каярах çак учрежденисене пăрахăçланă. Шупашкар, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче уçма палăртнă. Вĕсенче кашнинчех 20 вырăн йышăнма пултараççĕ. Çулсерен вĕсене тытса тăма республика хыснинчен кашнин валли 37 миллион тенкĕшер уйăрса тăрĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов пĕлтернĕ тăрăх, ку йышăнăва алкогольпе наркăмăшланса вилнĕ çынсен кăтартăвне шута илсе тунă. Депутатсем ку саккун проектне икĕ вулавра та пĕр саслăн ырларĕç. Чăваш Енпе Тутарстан чиккисене те уçăмлатрĕç. Лаптăксене чикĕлесси çинчен Чулхула, Ульяновск облаçĕсемпе тата Мордва Республикипе те килĕшӳсем çирĕплетнĕ пирĕн республика. Чăваш Республикин прокурорĕ Андрей Фомин вăрмансене хӳтĕлессипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухма сессин кун йĕркине кăларнăччĕ. Харпăр çынсем хăйсене кирлĕшĕн йывăçсене касаççĕ, анчах ăна вĕсем сутаймаççĕ. Çапах та саккуна пăсса ку енĕпе суту-илӳ тăвакансем те тупăннă иккен. Ку предприятисем туянас пур – йывăç хакĕ хаклăрах пулнипе, ахаль çын туянас пур – йӳнĕрех пулнипе çыхăннă иккен. Патшалăх налук тĕлĕшĕнчен тăкак тӳсет. Прокуратура ку енпе 2 уголовлă ĕç пăхса тухма палăртнă. Депутатсем ку саккун проектне те ырларĕç. Регина Кубайкина, Татьяна Молокова, Юрий Марков