ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

«Асăну çулăмĕ» пуçару

Ĕмĕр сӳнми çулăмăн пайĕ Чăваш Енĕн тĕп хулине çитрĕ. Сăваплă çулăма Мускаври Паллă мар салтак вил тăпринчен илнĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл Куславкка районĕнчи «Чĕмсĕр чикĕ çĕклекенсене» халалланă астăвăм комплексĕнчи ĕмĕр сӳнми çулăма чĕртĕ. Аса илтеретпĕр, авточупăва пирĕн ĕçтешсем те хутшăнчĕç. Алексей Зотиковпа Сергей Емельянов икĕ кун çул çинче пулчеç. Халĕ вĕсене сăмах. Каç кӳлĕм автоколонна Мускавран Чулхулана çитрĕ. Çyлăма вырăнти Кремльте кĕтсе илчĕç. Чулхулари "Красное сормово" заводра пĕрремĕш танк тухнă. Газ-АА машинсем те Çĕнтерĕве çывхартнă. Халăxра вĕсене полуторка тенĕ. Пĕp тонна йывăpăш турттарма пултарнăшăн. Ĕмĕр сӳнми çулăмăн пайĕ Ĕç мухтавĕн хулисене пĕрлештерчĕ. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Эпир Дзержинск хулине çитрĕмĕр. Ман хыçра Паттăрсен аллейи. Дзержинск хули те Çĕнтерĕве тылра туптанă. Сăмахран, 1941-мĕш çулта Яков Свердлов ячĕллĕ завод çĕршыври сирпĕтекен хатĕрсен çуррине кăларнă». Дзержинск хули сумлă ята Шупашкарпа пĕрлех иртнĕ çулта тивĕçpĕ. Вăрçă çулĕсенче кунта сахал мар завод ĕçленĕ. Тылра ĕçлекенсене сума сăвасси - тĕп вырăнта. Палăк умне чечекскем хурса Çĕнтерĕве туптакансене асăнчĕç. Ĕмĕр сӳнми çулăмăн пайĕ вара малалла çула тухрĕ. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Ĕмĕр сӳнми çулăмăн пайĕ Чăваш çĕрĕ çине çитрĕ. Ĕç мухтавĕн хули ята тивĕçнĕ Шупашкар çулăма кĕтсе илме хатĕр. Тĕлпулу Мухтав стелли умĕнче иртĕ».