Такăр çул такăр мар
Вăрнар, Канаш районĕсенче пурăнакансем, çак тăрăхран иртсе çӳрекенсем такăр çула нумай çул кĕтнĕ. Сăмах – «Нурăс-Шăхасан» çул пирки пырать. 2019-мĕш çулта кунта юсав ĕçĕсем пуçланаççĕ. Анчах та водительсен савăнăçĕ нумая тăсăлмасть. Руль тытса пыракансем мĕншĕн паян такăр çулпа киленеймеççĕ? Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри штабĕн пайташĕсемпе çак ыйтăва тĕпчеме çула тухрĕ. 3 метрлă рейка, савăл евĕрлĕ виçмелли хатĕр, тăршшĕне кăтартакан курвиметр. Çак хатĕрсемпе ĕçлекенсене çулсем çинче час-час курма пулать. Шăтăк-путăкран тарăхакан, такăр мар çултан ывăнса çитнĕ водительсем вĕсене асăрхасан сигнал та парса иртсе каяççĕ. Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри штабĕн пайташĕсем час-часах çул пахалăхне тĕрĕслеме çула тухаççĕ. Хальхинче вĕсене канăçсăрлантараканни – «Нурăс-Шăхасан» çул. Ăна 2019-мĕш çулта «Хăрушсăр тата паха çулсем» наци проекчĕпе тĕпрен юсамалла пулнă. ИЛЬЯ ВАСИЛЬЕВ: «Республикăра наци проекчĕпе тунă çулсене тĕрĕслесе çÿренĕ май çакăнта та килсе çитрĕмĕр. Вăл кĕркунне, сентябрь вĕçĕнче, çул çине çитрĕмĕр те проект тăрăх çак çула çав çулах 3 уйăх хушшинче туса пĕтермелле пулнă, ноябрь вĕçĕнче. Паянхи куна кунта пĕрре пăхсан куççуль та тухма пултарать, мĕншĕн тесен кунта çÿрекен водительсем хăнăхрĕç те пулĕ, анчах çулталăкне пĕрре кĕрсе куракансем вăйлă хăвăртлăхпа пырсассăн хĕвел çути çук чухне, тĕттĕмре пырсассăн аварине те лекме пултараççĕ, мĕншĕн тесен вырăн-вырăнпа шăтăк-путăксем те, чăнкă вырăнсем те пур. Вĕсем урапана ватма пултараççĕ». Виçĕ çул – хыçра. Апла пулин те кунта паян та ыр кураймаççĕ. Водительсем çак çула тамăкри пекех тесе палăртаççĕ. МАКСИМ СТЕПАНОВ: «Кунта малтан çав тери япăх çул пулнă. Ямăсем питĕ хăрушă пулнă. Ремонт тунă хыççăн лайăх çула питĕ кĕтнĕ. Ку çул питĕ хăрушă пулнă, мĕншĕн тесен вĕçсе илме те пулать, анса ÿкме те пулать, тăрăнма та пулать асфальт ăшне. Питĕ хăрушă çул туса хучĕç, чăннипе каласан. Вăрнар районĕнчи пек япăх çул ниçта та курман. Эпĕ хам нумай районта пулатăп. Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенче чи хăрушă район çулĕсем пирĕн Чăваш Республикинче». Хăвăртлăха палăртакан спидометр çинчи кăтарту 30, 50 тăрать. 100 урлă каçсан та кăштахранах хăвăрттăн чаркăч педалĕ çине пусма тивет. Çĕнĕ тата кивĕ çул сыпăннă вырăнта çакă уйрăмах палăрать. ИЛЬЯ ВАСИЛЬЕВ: «Хамăрăн ятарлă инструметпа виçсен 2 метр хушшинче тӳрех 15 сантиметрлă лакам пулса ларать. Çакă, паллах, автомобилистсене инкек-синкек кăтартма пултарать. Куратăр, машина урапи йĕррисем юлнă. Çакă мĕне пĕлтерет-ха. Машинсем çак вырăнта хăвăрттăн чарăнмалла. Хăвăрттăн чарăнман пулсан авари те пулма пултарать». Ку тăрăхра пурăнакансем çул çинчи чăрмавсене пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ, хăрушă вырăнсенчен пĕчĕк хăвăртлăхпа иртсе каяççĕ. Ыттисен вара йывăрлăх квестне тухмалла. Асфальт сий урлă та, тăршшĕ те çурăлса кайни, унтах ешĕл курăк çитĕнме пуçлани, хумлă-хумлă вырăн нумаййи тата ытти хăрушсăр та паха çул маррине кăтартаççĕ те. ИЛЬЯ ВАСИЛЬЕВ: «Çул шăтăк-путăкĕ 12 сантиметра çитнĕ. 120 мм, çакă мĕне пĕлтерет-ха. Çак вырăнта йывăр транспорт иртсе кайнă вăхăтра çул пусарăнать. Çавăнпа та шăтăк-путăксем, çурăлчăксем нумай. Леререх кайсан асфальтран хумсем пек арканнă вырăнсем нумай. Пĕтĕм участокĕ те 12 км. Унтан хăрушсăрлăх паха участокĕ 3 çухрăм, ытти участокĕ çакăн пек япăх». «Нурăс-Шăхасан» çул такăрланасси кăçал та иккĕленӳллĕ. «Чăвашупордор» пĕрлешӳрен пĕлтернĕ тăрăх, çак çула тăвассипе яваплă организаципе, «Волгодорстройпа», контракта пăрахăçланă. Çул тăвассипе яваплă пĕрлешӳ ĕçе паха йĕркелеменнипе паян суд пырать. Тавлашуллă самант вĕçлениччен ку çул çинче юсав ирттерекенсене курма май килмĕ. Халĕ кунта «Хăрушсăр та паха çулсем» проектпа çул тума пуçлани пирки çул хĕрринче йывăç çине çирĕплетнĕ паллăсем тăлăххăн ларни, малтанхи асфальт сийне илсе пĕр çĕре купалани тата хăйăр купи çеç кăтартаççĕ. Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри штабĕн пайташĕсем çак объекта куçран вĕçертменнине, малашне те çула тухассине палăртаççĕ. Иван Иванов, Алина Сусметова, Георгий Кривошеин