ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Чăваш Енре шырав отрячĕсен форумĕ иртет

Çак кунсенче Етĕрне тăрăхĕнче студентсемпе шкул ачисен шырав отрячĕсен форумĕ иртет. Ăна Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалласа унта 6 регионти 200-е яхăн ушкăн хутшăнать. Тылра ĕçленисен паттăрлăхне асра тытакан хастарсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те форума çитсе паллашрĕ. Форума Етĕрне районĕнче йĕркелеме ахальтен суйласа илмен. Шăпах çак тăрăх урлă Сăр хӳтĕлев чиккисем иртеççĕ. Историллĕ вырăнта 1941-мĕш çулсенчи ĕç-хĕлтен тăрса юлнă хатĕрсемпе япаласем, çурт ванчăкĕсем те упранни паллă. СВЕТЛАНА ЧЕРНОВА: «Эпĕ ĕнтĕ кунта шкул ачисемпе килнĕ. Эпир кунта 5 кун хушши пурăнатпăр. Пире валли питĕ паха программа хатĕрленĕ. Çакăнтах вĕренӳ интенсивĕсем те иртеççĕ, вĕренӳ хушшинче кану та пур». Çамрăк шыравçăсен йышĕнче Чăваш Ен, Архангельск, Удмурт, Мари Эл тата ытти тăрăхран çитнĕ хастарсем. Вĕсем 5 кун уçланкăра, палаткăсенче пурăнаççĕ. Çакнашкал йĕрке çамрăксемшĕн çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Уçă сывлăшра пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме, пĕлӳ пухма май пурри вĕсене уйрăмах савăнтарать. ВЛАДИМИР ГРИГОРЬЕВ: «Эпĕ çак шырав ĕçĕнче 5 çул ĕнтĕ, çавăнпа та ĕçленĕ опытсене ачасене каласа кăтартатăп, мĕнле ĕçлемелле, мĕнле вилнĕ çынна чавса кăлармалла, мĕн чавма юрать, мĕн чавма юрамасть, çавсене каласа кăтартатăп. Çак форум питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен ытти çынсемпе калаçса вĕсен опытне илме пулать». Форума регион тата çĕршыв шайĕнчи экспертсем те хутшăнаççĕ. Чăваш наци музейĕн ĕçченĕсем, сăмахран, шырав ĕçне йĕркелес, тупнă экспонатсен докуменчĕсене хатĕрлес, вĕсене тĕрĕс упрас ыйтусене уçăмлатаççĕ. ОКСАНА МЕЖЕНЬКОВА: «Эпир паян ачасемпе студентсем валли лекцисем ирттеретпĕр. Вĕсем питĕ интересленсе итлеççĕ. Куçĕсем йăлтăр-ялтăр çиçеççĕ. Ман шутпа, эпир вĕсемпе пĕр ĕç тăватпăр: пирĕн историне упраса малашлăха хăваратпăр». ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Форума хутшăнакансем 80 çул каялла пулса иртнĕ истори пулăмĕсене тӳрремĕнех куç умне кăларса тăратма пултараççĕ. Кунта, сăмахран, хӳтĕлев чиккин пĕр пайне хатĕрлесе хунă. Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче стрелоксен 139-мĕш дивизийĕн çапăçăвĕсене те çак лапамрах курма пулĕ. Çамрăксем алла кĕреçе е кирка тытса хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ. Окоп чавнă самантра вĕсем, чăнах та, çак ĕç мĕн тери йывăр та пархатарлă пулнине ăнланса илме пултараяççĕ». Тыл ĕçченĕсем еплерех йывăрлăх тӳснине шырав отрячĕсен хастарĕсем окоп чавнă самантра туйса илчĕç. Çавăн пекех çамрăксем алла лазер пăшалне тытса çарпа-тактика вăййинче те хайсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Форум малаллах пырать. Шыравçăсем çак кунсене усăллă та асра хăвармалла ирттерме палăртаççĕ. Юлия Адюкова, Николай Скворцов