ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Чăваш Енĕн вăй-хăват пур

Туризм – тупăш çăл куçĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕ, территори аталанăвĕ. Кашни регионтах вăй илмелле вăл. «Çавра сĕтел» хыççăн Раççей Патшалăх Думин туризм тата кану инфраструктурине аталантарассипе ĕçлекен комитет ертӳçи Сангаджи Тарбаев ертсе пыракан ушкăн чăвашсен йăли-йĕркипе паллашрĕ. Сумлă хăнасене чăвашсем мĕн авалтан çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Техĕмлĕ те кăпăклă сăрана та астивсе пăхма тиврĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсен. Паллах, чăваш ташшисĕр нимĕнле уяв та иртмест. Чăваш Ен симĕс ылтăнпа палăрса тăрать. Мăн асатте-асаннесем хăмларан тутлă сăра вĕретнĕ. Çак йăлана халĕ те пăрахăçламан, тытса пыраççĕ. Хăмла кирлĕ, ыраша ал арманĕпе авăртса салат хатĕрлемелле, ăсла илмелле, кăштах çĕпрепе сахăр хушмалла – мĕнле йĕркепе сăра вĕретнине депутатсем интересленсех пăхрĕç. Килти тата лавккари – хăш сăра мĕнле пулнине те тутанса пăхрĕç хăнасем. Кăвайт çинче тĕтĕмленĕ пăру какайĕ те чĕлхене çăтса ямалла пулнине палăртрĕç вĕсем. Пӳремеч, хуплу, тултармăш, шăрттан, чăкăт, какай шӳрпи – апат-çимĕçпе те тĕлĕнтерме пĕлет Чăваш Ен хăнасене. Депутатсем республикăра агротуризм аталаннине палăртрĕç. Çакă туристсене чăваш çĕрĕ çине илĕртмеллине каларĕç вĕсем. АЛЛА САЛАЕВА: «Ача-и вăл, çитĕнни-и – Чăваш Ене килекенĕн кăмăл-туйăмĕ çĕкленӳллĕ пултăр тесе тăрăшмалла. Марк Твен çапла каланă – хуласем архитектурăпа мар, çав вырăнта мĕнле кăмăлпа пулнипе асра юлаççĕ. Чăваш Енре кăтартмалли нумай. Музей-театрсемпе пуян Шупашкар, Купцасен историйĕпе тыткăнлакан Сĕнтĕрвăрри, ĕмĕрхи чиркӳсемлĕ Улатăр – 2-3 сехетре вăй паракан вырăнсемпе паллашма пулать». Чăваш Енре медицина туризмĕ те аталанать. Раççей Патшалăх Думин туризм тата кану инфраструктурине аталантарассипе ĕçлекен комитет ертӳçи Сангаджи Тарбаев ертсе пыракан ушкăн «Чувашиякурорт» санаторинче те пулчĕ. 1984-мĕш çулта хута янă çурт аталанать. Тепĕр 10 çултан кунта канма тата сывлăха çирĕплетме килекенсем валли вырăн тунă. Халĕ ертӳлĕх хăна çуртĕнчен сыватмăша урама тухмасăрах куçмалли хăпартасшăн. Реабилитаци центрĕ çĕклесси – малашлăхра. Шухăшланине пурнăçласан санатори тата пин-пин çынна йышăнма пултарать. Кунта вара Чăваш Енре пурăнакансемшĕн çеç мар, нумай регионти çыншăн алăк уçăлать. ТАТЬЯНА ЛОБАЧ: «Малтан эпĕ Шупашкар, Чăваш Ен пирки пĕлмен те. Çĕр хут илтиччен пĕр хут курмалла теççĕ. Пĕр-пĕр вырăнта пулнă хыççăн çавăнта тепĕр хутчен таврăнас кăмăл пулни – çакă чи пахи. Манăн кунта татах килес килет. Ĕçлĕ çулçӳревпе мар, çемьепе, канма». Тĕпчев çакна та кăтартать, Раççейре пурăнакансенчен 60 проценчĕ хамăр çĕршыврах канасшăн. Çакă вара регионсенче туризма аталантарма хистет. Çитес 3 çулта çеç çак тĕллевпе хыснара 160 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Раççей Патшалăх Думин туризм тата кану инфраструктурине аталантарассипе ĕçлекен комитет пайташĕсем пĕр харăс Чăваш Енĕн туристсене хăй патне йыхравлама вăй-хăват пуррине каларĕç