ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

«URBANКАСЫ» форум иртрĕ

Пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, ял-хула территорине аталантарасси. Çак тата ытти ыйтăва архитектурăпа урбанистика форумĕнче сӳтсе яврĕç. Унта Чăваш Енри тата тĕрлĕ регионти ăста специалитсем хутшăнчĕç. Архитектурăпа урбанистика форумне экспертсен пĕрлешĕвĕ евĕр йĕркеленĕ. Раççейри ăста специалистсем çавра сĕтел тавра пуçтарăнса хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата паха опычĕпе республикăри мунициапалитет тăрăхĕсене аталантаракансене паллаштараççĕ. Чăваш Ен çыннисем юлашки çулсенче халăх пурăнакан пысăкрăх вырăнсене е хуласене куçаççĕ. Ял тăрăхĕсем пушанса юлни куçкĕрет. Çавна май республикăри специалистсен умне çивĕч ыйту тухать. Вăл ял çыннисене пурăнма тивĕçлĕ майсем туса парассипе çыхăннă. Ку енĕпе Удмурт тăрăхĕнчи Пихтовка поселокĕнче «Цифрăллă ял – пуласлăх ялĕ» проект пурнăçланать. 13 тĕрлĕ объект çĕклени, юсани, çĕнĕ ФАП хута яни – пĕтĕмпех ял пурнăçне аталантарма май парать, палăртрĕ Удмурт республикин ял хуçалăхпа продовольстви министрĕ Михаил Юдин. XXI-мĕш ĕмĕрте Интернет тата çĕнĕ технологисемсĕр пĕр утăм та тума çук. Çавăнпа та территорие аталантарнă чухне цифра хатĕрĕсене йĕркелеме майсем пулмаллине палăртрĕ Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина. Тĕлпулура 3 виçеллĕ ӳкерчĕк тăвакан, пилотсăр вĕçекен хатĕрĕн моделĕпе паллаштарчĕç. Вăл пулăшнипе синкерлĕ лару-тăру çинчен часрах пĕлме тата ытти ыйтăва татса пама май пуррине палăртрĕç. Форумра палăртнă шухăшсене, канаш-сĕнӳсене малашлăхра республикăри специалитсем хăйсен ĕçĕнче усă курма пултарĕç. Çапла ялсене аталантарас ыйтăва татса пама май пулĕ. Юлия Адюкова, Ольга Алексеева, Игорь Зверев