ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Почта уйрăмĕ уçăлчĕ

XXI-мĕш ĕмĕрте Интернет, электронлă ресурссем аталаннă тапхăрта почта уйрăмĕн пĕлтерĕшĕ те чакмасть. Çынсем малтанхи пекех çырусем çыраççĕ, посылкăсем яраççĕ. Çак тата ытти пулăшупа халĕ Шупашкарти «Радужный» микрорайонта пурăнакансем те çăмăллăнах усă курма пултараççĕ. Шăпах, Радужный урамĕн 5-мĕш çуртĕнче Раççей почтин çĕнĕ уйрăмĕ уçăлчĕ. «Радужный» микрорайон кунсеренех аталанса пырать. Паян унта 4 000 ытла çемье пурăнать. Пурнăçшăн кирлĕ объектсем хута кайни – пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Раççей почтин çĕнĕ офисĕ 428033 индекспа паллă. Вăл хăтлă та меллĕ, хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтернине Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина та çирĕплетрĕ. Почта уйрăмĕнче çыру, посылка яма е илме, коммуналлă хуçалăхшăн укçа тӳлеме, банк пулăшăвĕшĕпе усă курма, хаçат-журнал, апат-çимĕç туянма та пулать. РЕГИНА МИХАЙЛОВА: «Эпир кунта 9-ăн ĕçлетпĕр. 3 оператор, почтальон, сортировщик тата отделени начальникĕпе заместитель. Халăх кунта чылай çӳрет. Эпир вĕсене хапăл туса йышăнатпăр». «Радужный» микрорайонта пурăнакансене посылкăсемпе çырусене малтан Энгельс урамĕнчи почта уйрăмĕнчен илсе çитернĕ пулнă. Çакă, паллах, чăрмавлă. Халĕ вара темиçе утăм тусах, çурт çывăхĕнчех тĕрлĕ пулăшăва тивĕçме май пур. АЛЕКСЕЙ НОСКОВ: «5 минут кунта килтĕм, почта отделенине. Пĕлтĕм те кунта уçăлнине, килсе ятăм конверт. Посылкăсем те малалла яма кунтах килетĕп. Ку почта отделенийĕ, паллах, кирлĕ вăл. «Радужный» микрорайон пысăкланса кăна пырать». «Радужный» микрорайонта пурăнакансем почта уйрăмĕшĕн çеç мар, чăваш халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăма та хутшăнчĕç. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин хушăвĕпе почта уйрăмĕн ĕçченĕсем кăçал çĕнĕ конверт кăларнă. Унта йăлана кĕнĕ маркăсăр пуçне сумлă ентешсен çулталăкне халалланă эмблема та пур. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче 250 000 тиражпа конверта почта çаврăнăшне сутлăха кăларнă. Çĕршывăн, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне çитекен çырусем кашниех Чăваш Республики çинчен пĕлтерĕç. Юлия Адюкова, Игорь Зверев