ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Килĕшӳ алă пусрĕç

Çут çанталăка упрамалла, социаллă яваплăх пулмалла, корпораци управленийĕн пахалăхне ӳстермелле. Чăваш Енре çак тĕллевсене тĕпе хурса ĕçлеме палăртаççĕ. Çакна пурнăçлама «Промсвязьбанк» пĕрлешӳ те пулăшма хатĕр. Шупашкарти экономика форумĕнче икĕ ен çакна çирĕплетсе килĕшӳ алă пусрĕç. Çут çанталăк, социум, управлени. Услам хăш çулпа аталаннине çак виçĕ сăмахпа палăртма пулать. Çут çанталăка упрама хатĕр-и? Ĕçлекенсене мĕнле хаклать? Ертӳлĕх мĕнле ĕçлет? Çирĕп аталанмалли тĕрлĕ проект пурнăçламалла. Ку экономикăна тулли çаврăма куçма пулăшмалла. Сăмахран, Чăваш Енре сахал мар сĕт туса илеççĕ. Ăна республикăрах тирпейлесен, паллах, ун хакĕ те урăхла пулать. Çынсем патне вара тăван тăрăхра туса илнĕ паха апат-çимĕç çитет. Ют çĕршывсем чарусен кĕртнĕ вăхăтра ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ытти патшалăхра кӳрсе килнĕ таварсене тăван çĕршывра кăларнă вăхăтра çутçанталăк пирки те манмалла мар. Тавралăха сыхласа хăваракан проектсене ĕçе кĕртмелле. Вĕсене пурнăçлани региона инвестицисем явăçтармалла. Чăваш Ен Патшăлах Канашне янă çырăвĕнче республика ертӳçи Олег Николаев çĕнĕ технологисене усă курмалли пирки каларĕ. Çакна тума республикăра пĕтĕм май пур. Тĕслĕхрен, хĕвел электростанцине хута ямалла. «Промсвязьбанк» пĕрлешӳ çутçанталăк упрассипе чылай çул ĕçлет. Ку паха опыта вăл Чăваш Енре те усă курма палăртать. ПЁТР ФРАДКОВ: «Республика мĕнле аталанни куç кĕрет. Эпир те хамăр хутшăнăва ӳстерсе пыратпăр. Регионта пирĕн портфель 30 процент ӳсет. Пысăк предприятисем, пĕчĕк тата вăтам услам аталанма пирĕнтен укçа илеççĕ. Чăваш Ен аталанни савăнтарать».