ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Шыв çинче асăрхануллă пуласчĕ

Çанталăк шăрăх тăнăран ватти те, вĕтти те шыва кĕме васкать. Çан-çурăма, чуна килентернисĕр пуçне юхан шывсемпе кӳлĕсенче хăрушлăх та пур. Уйрăмах пĕлнĕ-пĕлмен вырăнсене шыва чăмсан инкек-синкек сиксе тухма пултарать. Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне шыв çинче пулнă 14 инкеке шута илнĕ. Ку ыйтăва тунтикунсерен Правительство çуртĕнче иртекен ларура та тишкерчĕç. Чăваш Енре ятарласа хатĕрленĕ 13 пляж тата 128 шыва кĕмелли вырăн йĕркеленĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче çăлавçăсем икĕ çыннăн пурнăçне çăлса хăварайман. 15 çулти арçын ача Атăлта шыва кĕнĕ чухне путса вилнĕ. Вăл аслисемсĕр, тантăшĕсемпе пулнă. 46 çулти арçын пурнăçĕ вара Шупашкарти ГЭС çывăхĕнче шыва кĕнĕ чухне татăлнă. Пĕтĕмлетӳ вара пĕр – путнисем ятарлă вырăнта шыва кĕмен е эрех-сăра ĕçнĕ. Çу пуçланнăранпа Шупашкарти пляжра 7 çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă. Вĕсем хушшинче ытларах ачасем. Шыв хĕррине пĕччен каймалла мар, пĕчĕккисемпе юнашар яланах аслисен пулмалла, пĕлнĕ вырăнта çеç чăмпăлтатмалла. Ун чухне çеç пурнăçа сыхласа хăварма пулĕ. Пирĕн республикари çăлавҫăсем пĕлӳ шайне ӳстерсе пыраҫҫĕ, кирлĕ мĕн пур хатĕрсем ҫителĕклĕ вĕсен. Регион Пуҫлăхĕ кашни инкеке тарăн тĕпчеме, йĕрке пăсакансене явап тыттарма чĕнсе каларĕ. Олег Николаев шкулсенче класс сехечĕсем ирттерме те сĕнчĕ. Шыв çинчи хăрушсăрлăх пирки ачасене ытларах каласа памаллине тепĕр хут асăрхаттарчĕ