ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Ачасен фольклориади иртрĕ

Чăваш Республикинче пĕрремĕш хут Раççейри ачасен фольклориади иртрĕ. Ăна çĕршыври халăхсен культура эткерлĕхĕн çулталăкне тата Республика кунне халалланă. Шупашкар хулине çĕршыври 76 регионти ачасем пухăнчĕç. Республикăра пурăнакансене вĕсем юрă-кĕвĕпе, ташăпа савăнтарчĕç, наци тумĕсем кăтартрĕç. Ачасен пĕрремĕш фольклориадине пин ытла çын хутшăнчĕ. Вăл çĕршыври тĕрлĕ халăх тĕпренчĕкĕсене чăваш çĕрĕ çинче пуçтарчĕ. Инструмент, ташă, юрă-кĕвĕ ушкăнĕсем республикăра пурăнакансене савăнтарчĕç. Фольклориада тăватă кун пычĕ. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Республикăна килнĕ хăнасемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та тĕл пулчĕ. Тĕл пулу кăсăклă иртрĕ. Ачасем хăйсен ĕмĕчĕсемпе паллаштарчĕç, республика ертӳçинчен те çавнах ыйтрĕç. 1962 çулта чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Андриян Николаев уçлăха тухнă. Ман вăхăтра пур ача та космонавт пулма ĕмĕтленнĕ хуравларĕ Олег Алексеевич. «Ачасен фольклориадин пуласлăхе пысăк. Ку юхăм ырă йăласем никĕслет. Эсир вĕсене пуçаракансем», – палăртрĕ вăл. Фольклориадăна хутшăнакан кашни ача пултаруллă. Вĕсем тăван халăхсен культурипе, уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕç. ЮЛИЯ СИТКОВСКАЯ: «Кăçал пирĕн хĕрачасем пысăк мероприятисенче хутшăнман. Çавăнпа ку вĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир питĕ савăнăçлă кунта килнипе. Пире кунта питĕ килĕшет». СВЕТЛАНА ИШКУЗИНА: «Эпир вылямалли тутар ташшине ташларăмăр. Ку фестивальте эпир пĕрремĕш хут. Эпир 45 çулта, эпир 50 çĕршывра пулнă. Эпир халăх ташшин фестивалĕ мĕн пулнине аван пĕлетпĕр». Ачасен фольклориади халăхсен туслăхне çирĕплетет, пĕр-пĕрин историне, культурине тĕпчеме хистет. Алексей Зотиков, Милена Алексеева, Павел Иритков