Пĕтĕм чăвашсен X Акатуйĕ
Чăвашсен ĕлĕк авалтан, аслисенчен çамрăк ăрăва куçса пыракан тĕп уявĕсенчен пĕри — Акатуй. Ăна кашни ялтах, кашни районтах, йăхташсем пурăнакан кашни тăрăхрах йĕркелеççĕ. Пĕтĕм çĕршыв шайĕнчи Акатуй вара Республика кунĕнче чăвашсен шĕкĕр хулинче Шупашкарта 10-мĕш хут иртрĕ. МАРИНА ДЕМЬЯНОВА: «Чăваш халăхĕ вăл пĕтĕм ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн юрлать-ташлать, савăнать. Эпир те паян çакăнта килсе хамăра кăтартма шутларăмăр». АНТОНИНА ВАСИЛЬЕВА: «Çак аслă уява килсе çитрĕмĕр. Питĕ савăнăçлă кунта паян. Пур çĕрте те уяв паллисем сисĕнеççĕ. Эпир хамăрăн коллективпа Етĕрне районĕнчи Изамбаева культура çумĕнчи «Пилеш» халăх фольклор ушкăнĕпе кунта. Ачана ят панă йăла-йĕркене кăтартапăр паян. Пирĕн ачи те сăпки те пур питĕ савăнăçлĕ пурте хăнисем те, артистсем те. Эпир хамăр та савăк-кăмăлпа килсе çиртрĕмĕр çакăнта». Ĕлĕхи йăла-йĕркене упраса халăх умне «шур сухалсем» тухаççĕ. Авалхи уявăн тĕп шухăшне аса илтерсе Аслă Турăран, пӳлĕхçĕрен акнă тырпул тухăçлă пултăр тесе пил ыйтаççĕ. Акатуй кĕрекине пухăниччен çурхи ĕçре пиçĕхмелле. Пилĕк авса ĕçленĕ хастарсене халăх умĕнче чысларĕç, асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕç. Тутарстан, Пушкăрт, Коми республикисем, Мускав, Чулхула, Питĕр хулисем. Чăвашсем тĕпленнĕ кашни тăрăхран тенĕ пекех килсе çитнĕ хăнасем, пултарулăх ушкăнĕсем. ЕЛЕНА БЕЛОВА: «Акатуй уявне çакăнта Тольятти хулинчен çитрĕмĕр. Ĕçсем пахча-çимĕçсене пĕтертĕмĕр. Халĕ ĕнтĕ выляма, кулма, ташлама-юрлама юрать. Пĕрле савăнма килтĕмĕр. Кашни çулах йыхăраççĕ. Кашни çулах килетпĕр. Савăнсах килетпĕр». ЛАРИСА ТУМАШКОВА : «Чăваша питĕ килес килет. Кашни çулах эпир килетпĕр. Кашни çулах çемьесемпе кунта канатпăр. Вăй илетпĕр çакăнта чăвашр». ТАТЬЯНА ИЛЬИНА : «Эпир Питĕрти чăвашсен «Парне» фольклор ушкăнĕпе килтĕмĕр. Парне ушкăн пĕрремĕш çул çак ака уявне хутшăнать. Питĕ çак уява кĕтсе илтĕмĕр эпир. Питĕ кăмăллă. Çынсен тумĕсене пăхсах эпир паллама пултаратпăр хăш районтан, хăш хуларан килнине. Çавăнпа та эпир çак уява питĕ хаклатпăр. Пысăк хакпа». Акатуйра кашни ял тăрăхĕ хăй картишне хатĕрленĕ. Пĕрисем аваллăха асра тытнине тĕпе хунă, теприсем вара паян пурăнакан ал ăстисемпе мăнаçланнине палăртнă. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Чăвашсен кăтартмалли, мухтанмалли чылай. Акă сăмахран пĕчĕккисене тăван чĕлхене вĕрентес тесе чăвашла калаçакан пукансем хатĕрленĕ. Эпĕ салампи, эпĕ шутлама пĕлетĕп. Атя шутлар, Пĕрре пĕрне. Иккĕ икерчĕ, виççĕ». Илемлĕ чăваш чĕлхи кунĕпе янăрарĕ уявра. Тăван юрă-ташă тыткăнларĕ, хавхалантарчĕ паянхи уяв лапамне килнисене те, кунта пурăнакан ытти пин-пин чăваша та» .