Тĕллевсене пурнăçламалла
Чăваш Енĕн социаллă тата экономика аталанăвĕн комплекслă программи республикăра иккĕмĕш çул пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн 1300 проект ĕçе кĕртмелле. Вĕсенчен 700-ĕшĕпе ĕçлеççĕ, ик çĕрĕшне пурнăçланă. Йышăннă пулсан та программăна тӳрлетме тивет. Çакă чылай сăлтавпа çыхăннă. Чи малтан кăшăллă вирус витĕм кӳнĕ. Кайран ют патшалăхсем кĕртнĕ чарусем. Вĕсем экономикăна ура хураççĕ пулсан та тĕп тытăм малаллах талпăнать. Кунта ют çĕршыври таварсене тăван çĕршывра кăларма пуçлани те пулăшмалла. Чăваш Енре тĕрлĕ тытăма аталантарма палăртаççĕ. Вĕсен шутне агропромышленность комплексĕ те кĕрет. Тытăм ял тăрăхĕсене çирĕппĕн малашлăха утма тĕрев парать, региона апат-çимĕçпе тивĕçтерет. Çĕнĕ енсене те аталантармалла. Тĕслĕхрен, хăмла туса илессипе ĕçлемелле, укçа хывакансене явăçтармалла. Республикăра виçĕ кластер ĕçлет. Чарусен тапхăрĕнче ку паллах питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Ĕçлĕ апатланура» яваплăх пирки те калаçрĕç. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама кашнин хăйĕн вырăнĕнче тĕплĕн ĕçлемелле. Пурте кар тăрса ĕçлесен нимĕнле чарусем те аталанма чăрмантармĕç.