«Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль тĕрлĕ халăха пĕрлештерет
30-мĕш хут иртекен «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале халăх уйрăмах йышлă пуçтарăннă. Юлашки 2 çулта, пандемие пула çак уява онлайн мелĕпе йĕркеленĕччĕ. Пĕр-пĕринпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçассишĕн, туслăх юррине шăрантарса, ура хуçса ташлассишĕн чылайăшĕ тунсăхланă. Кăçал фольклор ансамблĕ çумĕнчи хут купăсçăсен ушкăнĕ те фестивале çĕр çывăрмасăр хатĕрленнĕ тейĕн. ВЛАДИМИР ПАВЛОВ: «Пирĕн ĕнтĕ çак коллективра тĕрлĕ çулхисем темелле, 15- çултан пуçласа паянхи куна 70-тен иртни таранччен. Вĕсем пурте пултаруллă, вĕсене 70-тен иртнĕ тесе калаймастăн, вĕсем çамрăк, мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вĕсем юрлаççĕ, ташлаççĕ, выляççĕ пирĕнпе, çавăнпа çамрăк тăраççĕ. Пушкăртсен юрри-ташшине выляса ятăмăр та хуткупăсçăсен ансамблĕпе Пушкăртран килнĕ коллективсем тухса пĕрле ташларĕç, пире хавхалантарчĕç. Çакă ĕнтĕ пирĕн халăха пĕрлештересси». Фестивале 10 регионти чи лайăх ансамбльсем хутшăнаççĕ. Вĕсем кашниех хăйсен халăхĕн пуян культурипе, ламран лама куçса пыракан йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе, илемлĕ тумĕпе паллаштараççĕ. Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем те фестивале хастар хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ наци çыннипе пĕр сцена çине тухни вĕсене çĕнĕ хавхалану илме тата вăй-хал пухма май парать. ЭДУАРД КИРИЛЛОВ: «Энерги вĕсенчен, вĕсем те хаваспах килни туйăнать, вĕсем те питĕ хаваспах хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ, питĕ вăйлă тесе шутлатăп. Эпĕ çак Раççей çăлкуçне 1998-мĕш çултанпа 25 çул çитет ĕнтĕ, кашни çул хутшăнатăп «Раççей çăлкуçĕ» фестивальне питĕ-питĕ çавна кĕтетпĕр». НАТАЛИЯ КИРИЛЛОВА: «Эпир пĕлменнине, вĕсенчен илме тăрăшатпăр, вĕсем пиртен илеççĕ пуль тесе шутлатпăр, юррисем те, ташшисем те вĕсен урăхла ĕнтĕ пирĕннипе танлаштарсан, пĕр-пĕринпе çавăн пек ĕнтĕ калаçса, туслашса пĕр-пĕринне илме тăрăшатпăр». «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль халăхсен туслăхне çирĕплетет. 30 çулта шурă Шупашкар 40 ытла регионти пултарулăх ушкăнне хапăл туса йышăннă. Куракансем те уявра чунпа канма пултарнине пĕлтереççĕ. «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль 2 куна пырать. Вăл çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленĕ.