Асăнупа хурлăх кунĕ
Паян Раççейре – асăну кунĕ. Шăп 81 çул каялла – 1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхи тăватă сехетре нимĕçсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Çак хурлăхлă куна кашни ял-хулара асра тытаççĕ. Паян Шупашкарти Мухтав монуменчĕ умне паттăрла пуç хунисене асăнса чечек çыххисем хучĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни çемьене тенĕ пекех пырса тивнĕ. Чылайăшĕ хăйĕн тăванне тата çывăх çыннине çухатнă. Паян вĕсен мăнукĕсем тата тус-юлташĕсем хаяр вăрçă хирĕнче пуç хунисене асăнса
<p><span>Паян Раççейре – асăну кунĕ. Шăп 81 çул каялла – 1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхи тăватă сехетре нимĕçсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Çак хурлăхлă куна кашни ял-хулара асра тытаççĕ. Паян Шупашкарти Мухтав монуменчĕ умне паттăрла пуç хунисене асăнса чечек çыххисем хучĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни çемьене тенĕ пекех пырса тивнĕ. Чылайăшĕ хăйĕн тăванне тата çывăх çыннине çухатнă. Паян вĕсен мăнукĕсем тата тус-юлташĕсем хаяр вăрçă хирĕнче пуç хунисене асăнса Çĕнтерӳ паркне пуçтарăнчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 27 миллион çын пурнăçĕ татăлнă. Вăрçа ытти халăх ывăл-хĕрĕпе пĕрле чăвашсем те хутшăннă. Чăваш Енрен 208 000 çын тухса кайнă. Шел, вĕсенчен нумайăшĕ каялла таврăнайман. Тăнăç пурнăçшăн </span><span>çапăçу хирĕнче пуç хунă паттăрсен ячĕ – вилĕмсĕр</span></p>