ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

«Эпĕ — патриот» фестиваль

«Эпĕ — патриот» фестиваль

Чăваш Енре пĕрремĕш хут пĕрлешӳсем «Эпĕ – патриот» фестивале пухăнчĕç. Вăл республикăри «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен шайĕнче иртрĕ. «Вăйăсем çамрăксене пур енлĕ аталанма, тăван çĕршывăн историне тĕплĕнрех пĕлме май параççĕ», – палăртрĕç ăна ирттерекенсем. «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем çулталăкра йĕркеленĕ ĕçе пĕтĕмлетеççĕ. Вĕсем кăçал 53-мĕш хут иртеççĕ. Вăйăсене 24 ушкăн, 300 яхăн çамрăк аремеецсем хутшăнчĕç. Виçĕ кун яшсемпе хĕрсем тĕрлĕ конкурсра ăмăртрĕç, ăс-хакăлпа, вăй

<p>Чăваш Енре пĕрремĕш хут пĕрлешӳсем &laquo;Эпĕ &ndash; патриот&raquo; фестивале пухăнчĕ&ccedil;. Вăл республикăри &laquo;Зарница&raquo; тата &laquo;Орленок&raquo; &ccedil;арпа спорт вăййисен шайĕнче иртрĕ. &laquo;Вăйăсем &ccedil;амрăксене пур енлĕ аталанма, тăван &ccedil;ĕршывăн историне тĕплĕнрех пĕлме май пара&ccedil;&ccedil;ĕ&raquo;, &ndash; палăртрĕ&ccedil; ăна ирттерекенсем. &laquo;Зарница&raquo; тата &laquo;Орленок&raquo; &ccedil;арпа спорт вăййисем &ccedil;улталăкра йĕркеленĕ ĕ&ccedil;е пĕтĕмлете&ccedil;&ccedil;ĕ. Вĕсем кă&ccedil;ал 53-мĕш хут ирте&ccedil;&ccedil;ĕ. Вăйăсене 24 ушкăн, 300 яхăн &ccedil;амрăк аремеецсем хутшăнчĕ&ccedil;. Ви&ccedil;ĕ кун яшсемпе хĕрсем тĕрлĕ конкурсра ăмăртрĕ&ccedil;, ăс-хакăлпа, вăй-хăватпа, ăнкарулăхпа тупăшрĕ&ccedil;. Сăмахран, автомата салатса-пу&ccedil;тарасси. Кашни &ccedil;амрăк армеецăн &ccedil;ак ĕ&ccedil;е аван чухламалла. Хĕр вăр-вартарах пулни пĕр енчен каччăн кăмăлне ху&ccedil;рĕ, тепĕр енчен автомата тата хăвăртрах пу&ccedil;тарма хăват пачĕ пулмалла. &Ccedil;акна сăнаса тăракан Чăваш Ен Пу&ccedil;лăхĕ Олег Николаев каччăна хавхалантарчĕ, чăн-чăн салтакпа танлаштарчĕ. Пĕрисем автомат салатса-пу&ccedil;тарчĕ&ccedil; пулсан, теприсем тимĕр кайăксемпе тупăшрĕ&ccedil;. Стройпа тӳрĕ утасси те кунта тĕп вырăнта. Мухтавлă ентешесен &ccedil;улталăкĕнче ушкăнсем хăйсен районĕсенчи паллă &ccedil;ыннисене халлаласа курав хатĕрленĕ. Пăла тăрăхĕнчи &ccedil;амрăксем Совет Союзĕн Паттăрĕпе Александр Беляевпа паллаштарчĕ&ccedil;. &Ccedil;арпа спорт вăййисем ачасене пурнă&ccedil;ри йывăрлăхсене парăнтмарма та вĕренте&ccedil;&ccedil;ĕ. Тĕрлĕ конкурс вăй-хăвата &ccedil;ирĕплетет, ăс-хакăла аталантарать. АННА МИХАЙЛОВА: &laquo;Мана питĕ килĕшрĕ силовой гимнастика, пултаруллăх кокурсĕ. Унта эпĕ 33 отжимани турăм. Йывăрах пулчĕ, паллах. Мана килĕшрĕ. Теори конкурсĕнче пу&ccedil; ватма тиврĕ&raquo;. Вăйăра &ccedil;ĕнтерекенсем Чăваш Ен чысне Ра&ccedil;&ccedil;ей шайĕнче хӳтĕлеме тивĕ&ccedil;лĕ пулĕ&ccedil;</p>

<p>&nbsp;</p>