ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Промышленноç аталанăвне сӳтсе яврĕç

Шупашкарти экономика форумĕнче промышленноç инфраструктурине хальхи вăхăтра аталантарасси çинчен Шупашкарти электроаппарат заводĕнче йĕркеленĕ «çавра сĕтелте» сӳтсе яврĕç. Унта 6 регионтан тĕрлĕ предприяти ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Çавăн пекех Донбасран килнĕ ертӳлĕх команди те пулчĕ. Экономика санкцийĕсене пула Раççей промышленноç тытăмĕнчи предприятисен самай улшăнусем кĕртме тивнĕ. Çавăнпа та ют çĕршыв компанийĕсем Раççейрен тухса кайнă вăхăтра хамăрăннисене аталантармалла, çĕнĕ лапамсем шыраса тупмалла терĕç «çавра сĕтелте». Раççейре кăларнă техника, тĕрлĕ электронлă хатĕр пахалăхпа ытти çĕршывра кăларнинчен самай лайăхрах пулнине те палăртрĕç экономика форумне пухăннисем. Чăваш Енре кăларакан çул-йĕр техники те Раççей шайĕнче хăйне лайăх енчен кăтарнă. Кăçал Универсал трактор кăларнă. Вăл пур çĕре тухса çӳреме те, тĕрлĕ ĕç пурнăçлама та пултарать. Çавăнпа та çитес вăхăтра Раççей Федерацийĕн промышленность аталанăвĕн фончĕпе килĕшӳ алă пусса çирĕплетесшĕн. Хальхи вăхăтра республикăра 3 промышленноç кластерне шута илнĕ. Индустри тата технопарксене аталантарасси, вĕсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинчен те сăмах хускатрĕç «çавра сĕтеле» пухăннисем. Регина Кубайкина, Татьяна Трофимова, Игорь Зверев