Руç ăстисем Чăваш Ене пухăнчĕç
Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс кăçал 20-мĕш хут уçăлчĕ. Вăл 25 регионти ăстана пухрĕ. Тĕрленĕ, тĕртнĕ, çыхнă, йывăçран касса кăларнă, ӳкерсе сăн кĕртнĕ ĕçсене республикăра пурăнакансем те курса хаклама пултарчĕç. Ку лапам вĕсемшĕн чун уççи, пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе киленме, тĕлĕнме пăрахмаççĕ вĕсем. Надежда Краснова ачаранпах çыхма тĕрлеме юратнă. Пилĕк çул каялла вара вăл вак шăрçа ĕçĕпе кăсăкланма пуçланă. Масмаксем, тухьясем, хушпусем хатĕрлет. Конкурсра Надежда Михайловна «Ентешлĕхре – хăват» паллине ӳкерсе масмак тăвать. Ал ĕçне тума 8 сехет вăхăт уйăрнă. НАДЕЖДА КРАСНОВА: «Малтанах тĕррине тĕрĕс ӳкерме пĕлмелле. Масмаксенче ӳкерсе илме, чăнах та, бисер çине хума йывăртарах. Çав тĕррине тĕрĕс ӳкерсессĕн тĕрлеме йывăр мар. Çăмăл тесе шутлатăп. Çавăн пекех ачасене те хăнăхтаратăп. Бисерпа ĕçлеме эпĕ хам вĕреннĕ. Станокпа тĕрлени те пур. Куна крючокпа çыхнă тесе шутлама пулать». Хамăр регионти ăстасемсĕр пуçне Тутар Республикинчен, Калуга, Владимир облаçĕсенчен тата ытти регионтан ал ĕçне килĕштерекенсем пуçтарăннă. Владимир çĕввине тĕслĕхрен йĕтĕн тăрăх хĕрлĕ мулинепе тĕрлеççĕ. Хĕрлĕ тĕс – юратăва, савăнăçа пĕлтерет. Симĕс, сарă, кăвак çипсем хушса пуянлатма пулать теççĕ Владимир облаçĕнчен килнĕ ăстасем. Пурте çĕнтерес тесе тăрăшаççĕ. Конкурс 10 номинаципе иртет