«Тараватлă ăстасем» конкурс малалла пырать
Чăваш Енре «Тараватлă ăстасем» конкурс малаллах пырать. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 130 ытла хастар туризм аталанăвĕнчи çивĕч ыйтусене тишкереççĕ. Паян вĕсем Чăваш Республикинче туристсене илĕртмелли вырăнсем, çĕнĕ проектсем çинчен ытларах пĕлме пултарчĕç. Чăваш Ен – таса та хăтлă регион пулнипе çĕршыв шайĕнчех палăрса тăрать. Туристсене илĕртмелли, вĕсене тыткăнламалли вырăн та сахал мар республикăра. Мăкăр кĕперĕ, Андриян Николаев космонавт, Василий Чапаев паттăр музейĕсем, Улатăр мăнастирĕ, Атăл юхан шывĕ. Конкурса хутшăнакансем çак тата ытти вырăн асамлăхĕ çинчен регион ертӳçинчен ыйтса пĕлме пултарчĕç. – Питĕр – культура туризмĕн хули, Чулхула – ача-пăча туризмĕн центрĕ, Тутарстан – гастрономи регионĕ. Чăваш Ен туризмăн пĕр-пĕр енĕн тĕп центрĕн ятне илме палăртмасть-и? Ыйтăва хуравланă май, Олег Алексеевич Чăваш Ен совет союзĕн вăхăтĕнче хăмла туса илессипе палăрнине пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра та регион «симĕс ылтăн» пуçтарассипе малтисен ретĕнче. Çак енпе республика туризм центрĕ пулса тăма та пултарать. – «Россия – страна возможностей» платформăпа пĕрле ĕçленĕ май, паллах ĕнтĕ, пирĕн ĕçлеме пуçланă енсене анлăлатма та май парать, мĕншĕн тесессĕн çакăн пек тĕрлĕ енлĕ пулăмсене ирттернĕ май пĕр-пĕрне курса, пĕлсе тата малаллахи ĕçлемелли енсене палăртса хурса вĕсене çирĕплетме пултаратпăр. «Тараватлă ăстасем» конкурсăн çурма финалĕн çĕнтерӳçисем паян 22:00 сехетре паллă пулĕç. Тӳресен кăмăлне тыткăнланă проект авторĕсем çинчен çитес кăларăмсенче каласа парăпăр. Юлия Адюкова, Анна Цинтовская, Игорь Зверев
