ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Тӳлев пырать

8-17 çулсенчи шкул ачисем валли ҫӗнӗ пособие ҫу уйăхĕнчен тӳлеме тытӑнчӗҫ. Сахал тупăшлă çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшмалла. Çакна çĕршыв ертӳлĕхĕ мала кăларать. Ачаллă мăшăрсене хавхалантарнипе çеç мар, вĕсене тĕрлĕ енлĕн пулăшса сахал тупăшлисен йышĕнчен кăлармалли майсем тумалла. Çакна палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев черетлĕ ларура. Республикăра 8-17 çулсенчи 54 000 майлă ача пособи илме пултарать. Ку республикăра пурăнакан çак ӳсĕмри хĕр-каччăн 40 проценчĕпе танлашать. Пурĕ çак тĕллевсене пурнăçлама кăçал 4 миллиард ытларах тенкĕ уйăрнă. Нумай енлĕ пулăшу паракан центрта, Раççей Пенси фончĕн уйрăмĕнче, Чăваш Енри ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерствинче заявленисене йышăнаççĕ. Тата, паллах, патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче те кирлĕ хутсене тултарма пулать. Çак меле зявлени çырнă çемьесен 97 проценчĕ суйласа илнĕ. Сăмах май, ку Раççейри вăтам кăтартуран 3 процент пысăкрах. Тӳлеве çу уйăхĕн 11-мĕшĕнчен куçарма пуçланă. Хальлĕхе 25 000 ытла сахал тупăшли çак тĕреве тивĕçнĕ. Вĕсем 8 çултан пуçласа 17 çулчченхи 35 000 ытла арçын ачапа хĕрачана çитĕнтереççĕ. Çемье тупăшне кура çак пулăшăва 100, 75, 50 процент таран илме пултараççĕ. Укçаллă пулнисенчен çурри ытларахăшĕ тĕревĕн пысăк калăпăшне илнĕ. 50 процентлă нухрата çемьесен 29 проценчĕ тивĕçнĕ