ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Пысăк хак панă

Ĕçчен те яваплă, маттур та хастар – чăваш çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсем республика аталанăвне пысăк тӳпе хываççĕ. Тĕрлĕ тытăмра палăрнисене Республика кунĕ умĕн Правительство çуртĕнче патшалăх наградисемпе чысларĕç. Александровсем алла-аллăн тытăнса 47-мĕш çул пĕрле утаççĕ. Çичĕ ача ӳстерсе пурнăç çулĕ çинĕ таратнă вĕсем. Халĕ вĕсем вун икĕ мăнукпа, пĕр кĕçĕн мăнукпа савăнса пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланни çемье карапне çирĕппĕн ишме май парать. ВАСИЛИЙПА НАДЕЖДА АЛЕКСАНДРОВСЕМ: «Пĕрле ĕçлесен те пĕрле пулăшса пĕр-пĕрне пулăшса пĕрле вăл пайласа тăман тес пулать ĕнтĕ ĕçе пайламан. Вăл пушă мар, эпĕ ĕçленĕ. Эпĕ пушă мар, вăл ĕçленĕ. Ачасем пур енчен ĕçĕ нумай та савăнăç кӳреççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнан. Пĕчĕккĕн кашнине ĕмĕтленсе пурăнатăн». Ачасене тĕрĕс воспитани панăшан, çемье институтне çирĕплетнĕшĕн Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килешӳллĕн Александровсене «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орденпа чысларĕç. Вăрмар районĕнчи Порфирьевсем вара «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орденăн медальне тивĕçрĕç. Вĕсем çирĕм çул ытла пĕрле пурăнаççĕ, ултă ача ӳстереççĕ. ОЛЕГПА АНЖЕЛИКА ПОРФИРЬЕВСЕМ: «Çирĕплĕхĕ-тĕреклĕхĕ, ман шутпа, пĕр-пĕрне ăнланса юратса пурăнни, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçни. Пĕр çулпа чипер йĕркеллĕ утса тухмалли». Савăнăçлă уявра тĕрлĕ тытăмра палăрнисене те чысларĕç. Вĕсен йышĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкулти Оксана Ильина та. Вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята тивĕçрĕ. Вĕренӳ тытăмĕнче вăл 25 çул ытла ĕçлет. ОКСАНА ИЛЬИНА: «Ачасемпе ĕçлеме пĕрремĕш утăм вăл ашшĕ-амĕшĕпе ĕçлесси. Ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупрăн пулсан эпĕ ачасемпе пĕр сăмах тупайратăп. Апла пулсан пĕрремĕш утăм ачан ашшĕ-амăшĕ. Йывăр тесе калас килмест. вĕсене эпĕ юрататăп». Палăртнисен шутĕнче пирĕн ĕçтеш, Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Алина Герасимова та пур. Журанлистикăра вăл 30 çула яхăн ĕçлет. АЛИНА ГЕРАСИМОВА: «Нумай çул эпĕ ачасемпе çамрăксен хаçат-журнал редакцийĕнчен тăрăшнă. Наци радиовĕнче те эпĕ ачасен кăларăмĕсене хатĕрлесе ертсе пыратăп. Ачасемпе ĕçлеме пĕр енчен питĕ кăсăклă, тепĕр енчен çав тери кăткăс. Мĕншĕн пĕр ача-пăча кăларăмне хатĕрлеме вăхăчĕ те вăйĕ те чылай ытларах тухса каять». «Наградăсемпе чыслани яваплăха ӳстерет тата лайăхрах ĕçлеме хистет», – палăртрĕç хăйсен ĕçне пысăк хак панисем