ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Коммуналлă хăтлăхшăн ытларах тӳлемелле пулĕ

Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă çăмăллăх хакĕсем ӳсни çинчен каларĕ. Çавăн пекех брифинга Чăваш Енри çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Виктор Кочетков хутшăнчĕ. Пурăнмалли вырăна хутса ăшăтассипе, унта вĕри тата сивĕ шыв парса тăрассипе, таса мар шыва юхтарса кăларассипе çыхăннă ĕçсен хакне конкурентлă политикăпа тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх служби çирĕплетет. Çурт-йĕре тытса тăнăшăн, юсанăшăн вара управляющи компанисем, ТСЖ тата ытти пĕрлешӳ яваплă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри 265 муниципалитетра коммуналлă çăмăллăхшăн тӳлемелли виçе 3,4 процентран иртмест. 11 муниципалитетра уйрăм коммуналлă хăтлăхсемшĕн тӳлемелли хак – 5 процентран ытларах пулмĕ. Электроэнергишĕн утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хулара пурăнакансен 12 пус, ялта пурăнакансен 8 пус ытларах тӳлемелле пулĕ. Хытă каяшсене илсе тухнăшăн 1 кубла метршăн 6 тенкĕ те 23 пус кăларса пама тивет, 18 пус хакланать. Хулара пурăнакансен çын пуçне 67 тенкĕ те 9 пус, ялтисен – 53 тенкĕ те 47 пус кăларса памалла пулĕ