ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

«Пĕрлĕхре – вăй» регионсен форумĕ

Вĕрентекенсем шкулсенче чăваш чĕлхин сехечĕсен шутне ӳстерме ыйтаççĕ. Çак тата ытти сĕневе «Пĕрлĕхре – вăй» регионсен форумĕнче тишкерчĕç. Канашлăва Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕнчи, Тутарстан, Пушкăрт, Чĕмпĕр, Пенза тăрăхĕсенчи педагогсем хутшăнчĕç. Тăван чĕлхене упрас, ăна аталантарас енĕпе юлашки 2 çулта чылай ĕç пурнăçланă. Çĕнĕ вĕренӳ пособийĕсем, электронла кĕнекесем хатĕрленĕ, акцисемпе уявсем йĕркеленĕ. Вĕрентекенсем те ачасен кăсăклану туйăмне кунсеренех ӳстерес тесе тăрăшаççĕ, уроксенче вĕсем несĕлсен ĕçĕ-хĕлĕпе, халăх эткерлĕхĕн пуянлăхĕпе паллаштарма майне те яланах тупаççĕ. Тăван ен культурине халласа йĕркелекен уроксене Тутаркасси шкулĕн вĕрентекенĕ Альбина Ишова уйрăмах хăйне евĕрлĕ те асра хăвармалла ирттерет. АЛЬБИНА ИШОВА: «Çăм илсе каятпăр та çакăн пек, вара çавăнтан çавăрса лараççĕ. Çур урок та çавăрса ларма пултараççĕ. Халĕ мĕн турăр эсир тесе ыйтатпăр та, ирĕксĕрех вĕсен калама тивет, мечĕк турăмăр. Çапла майпа, юратсах, чупсах пыраççĕ». Интернет уçлăхĕнче те чĕлхе пуласлăхĕ çинчен шухăшлакан сахал мар. Çавна май, хутшăну тетелĕнче «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» ушкăн йĕркеленĕ. Кунсеренех унта сăнарлă ӳкерчĕксем, ваттисен каларăшĕсем тата хыпарсем кăларса тăраççĕ. Çакă, паллах, çамрăксене те тăван чĕлхепе ытларах кăсăкланма май парать. НАДЕЖДА КУЗНЕЦОВА: «Пирĕн шкулта чăн-чăвашла калаçаççĕ, чăваш чĕлхине аталантарма тăрăшатпăр. Ачасем пирĕн тăван чĕлхе кунне, чăваш чĕлхи кунĕн уявĕсене питĕ хапăл туса кĕтсе тăраççĕ, сăвă-юрă вĕренеççĕ, ташăсем ташлатпăр, çавăн пекех кружок ертсе пыратăп эпĕ хам». Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе улшăнусем кĕртесси çинчен те сăмах пулчĕ тĕлпулура. Вĕрентекенсем тăван чĕлхе предмечĕн cехечĕсен шутне ӳстерме ыйтрĕç. Çак ыйтăва тĕплĕнрех çурла уйăхĕнче иртекен вĕрентекенсен конференцийĕнче сӳтсе явассине пĕлтерчĕ регион ертӳçи Олег Николаев. – Тăван чĕлхене аталантарма пĕтĕм май пур, çавна пурнăçа кĕртесси пиртен, хамăртан кăна килет, çав ĕçсене пурнăçа кĕртсе пыма укçа-тенкĕ енчен те эпир хамăр тĕрĕс йĕркелесен çителĕклĕ илсе пыма пулать