Ленинград облаçĕн чăвашĕсем уява пухăнчĕç
Çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесен Чăваш Енре, республика тулашĕнче Акатуй кĕрлет. Ăруран ăрăва куçса пыракан ырă йăла-йĕрке ватти-вĕттине, тĕрлĕ професси çыннине пĕрлештерет. Çак кунсенче Ленинград облаçĕнчи Всеволжск хулинче чăвашсен Акатуйĕ, марисен Пеледеш пейремĕ иртрĕ. Аякри йăхташăмăрсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем саламларĕç. Çĕр ĕçне хисеплеме, спортпа, культурăпа туслашма пулăшать. Иртнĕ канмалли кунсенче Ленинград облаçĕнче Акатуй кĕрлерĕ. Ăна Раççей халăхĕсен культура еткерĕн, Чăваш Енри мухтавлă ентешсен çулталăкĕсене халалланă. Чăваш наци конгресĕ пĕлтернĕ тăрăх, Ленинград облаçĕнче 2 000 ытла, Питĕр хулинче 6 000 яхăн йăхташ пурăнать. Вĕсем тăван культурăшăн питĕ тунсăхланă. Аякра пурăнакан чăвашсене хавхалантарма республикăри пултарулăх ушкăнĕсем, ăстасем çула тухнă. НАДЕЖДА АНДРЕЕВА: «Кунта пурĕ эпир 21 килнĕ. Çавăнпа та тăршшĕпе юрлатпăр. Çул тăршшĕпе юрласа, савăнса çанталăкĕ те пире кĕтсе илсе пекех. Питĕре килнĕшĕн эпир питĕ савăнатпăр». Чăваш квасне, тутлă кукăльне ас тивекенсен йышĕ пысăк пулчĕ. Шăпчăк сассиллĕ юрăсем, хаваслă ташăсем кунĕпех кĕрлерĕç Акатуй иртекен вырăнта. – Сире Чăваш Республикинчен питĕ хĕрӳллĕ салам илсе килтĕмĕр. Ырлăх, сывлăх сунса малалла та хастаррăн утма сунатпăр. Пелешем бейреме – мари халăхĕн чечек уявĕ те хăй илемĕпе куракансене тыткăнларĕ. Сумлă çак уявсем хăйсен картине Мускавран, Пушкăртран, Мари Элтан, Чăваш Енрен килнĕ хăнасене пухрĕç. «Йăласене упраса» халăхсен культура фестивалĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ концерт, конкурссем никама та айккинче хăвармарĕç. Çулсерен иртекен чăвашсен Акатуйĕ малалла та вăй илсе аталанса пырасса шанаççĕ ăна йĕркелекенсем. Регина Кубайкина, Татьяна Молокова, Юрий Марков