ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Тараватлă ăстасем

Усламçăсем, суту-илӳ тытăмĕнче ĕçлекенсем, тĕрлĕ пĕрлешӳ ертӳçисем проектсем çырса шалти туризма аталантарма тĕрев укçи çĕнсе илеççĕ. «Тараватлă ăстасем» конкурсăн иккĕмĕш çурма финалĕ старт илчĕ. Вăл «Раççей – анлă майсен çĕршывĕ» Президент платформин конкурсĕ шутланать. Çĕршыври 58 регионтан килнĕ 133 ăстаçă Чăваш Енри тĕп хулара пухăнчĕç. Чĕмпĕр хулинчен килнĕ Юлия Дубровинăн проектне тӳресем ырланă. Открыткăсем туса сутлăха кăларнă хыççăн хĕр вырăнти туризма аталантарма шут тытнă. ЮЛИЯ ДУБРОВИНА: «Эпĕ хамăрăн хулара кĕнеке-сувенир студине уçасшăн. Унăн ячĕ – «Чĕмпĕр хулине юраттарăп». Пирĕн хула пирки мероприятисем, лекцисем иртĕç. Хула çыннисемпе туристсемпе тĕл пулусем, ăсталăх класĕсем пулĕç. Унтах вырăнти ăстасен сувенирĕсене туянма, Чĕмпĕр хулинче чапа тухнă, чи сайра тĕл пулакан продукцие те илме май пулĕ». Çĕршыв Президенчĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ конкурс туризм тытăмĕнче ĕçлеме пултаракан пултаруллă çынсене тупма пулăшать. «Тараватлă ăстасем» конкурс кăçалхипе 3-мĕш хут иртет. Унта пурĕ çĕршыври 36 000 çын хутшăнма кăмăл тунă. Туризма аталантаракансен ăмăртăвĕнче ют патшалăх ăстисем те тупăшаççĕ. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Çак залра пултаруллă, пуçаруллă, шалти туризма аталантарма пулăшакан 133 ăста пуçтарăннă. Халĕ вĕсем пĕр-пĕрин пĕлĕвĕпе паллашса туристсене илĕртмелли майсене тишкереççĕ. Кăсăклă та интереслĕ шухăшсене çитес çулхи конкурсра усă курма палăртаççĕ». Тараватлă ăстасем хăйсен проекчĕсене çертме уйăхĕн 21-мĕшĕнче хӳтĕлĕç. Чи маттурисем 1 миллион та 500 000 тенкĕ гранта тивĕçĕç. Укçа-тенкĕпе Раççейри шалти туризма аталантарĕç. Чăваш Ен çыннисем ытти тăрăхра пурăнакансемшĕн кăсăклă пулнине палăртрĕç. Çак ăнлава пирĕн культура, йăла-йĕрке, чĕлхе тата ытти кĕреççĕ. Асăннă пуянлăха ютрисене кăтартса хамăрăн сума ӳстерес, республика ятне çĕклес, çавăн пекех нухрат ĕçлесе илес тĕлĕшпе юлашки вăхăтра ырă улшăнусем пур. Çитес çул çак конкурса чăвашсем те хутшăнасса пĕлтерчĕç. Елизавета Цветкова, Георгий Кривошеин