Экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкерчĕç
Предприятисемпе усламçăсене пулăшу кӳреççĕ, тĕревсен шутне ӳстереççĕ. Эрнекун правительство çуртĕнче Чăваш Республикин экономикине санкцисем вăхăтĕнче пулăшас енĕпе ĕçлекен штабăн чĕретлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансем çак таранччен туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕç, çивĕч ыйтусене татса памалли çул-йĕре сӳтсе яврĕç.