Шыв объекчĕсенчи ĕçсене пурнăçласа пĕтермелле
Республикăн хăш-пĕр районĕсенче халăха шывпа тивĕçтерес ыйту паянхи кун та çивĕч тăрать. Сăмахран, Шăмăршă тата Патăрьел тăрăхĕсенче объектсенче шыв пăрăхĕсене вырнаçтарнă, çапах та ĕçсене кирлĕ пек пурнăçласа пĕтереймен. Çак тата ытти ыйтăва çывăх вăхăтра татса парассине, халăха таса та паха шывпа тивĕçтерессине регион ертÿçи Олег Николаев ирттернĕ черетлĕ канашлура сӳтсе-яврĕç.