ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Штраф виçи ӳснĕ

Вăрманта пушар кăларакансен тĕлĕшпе административлă штрафсен виçине темиçе хут ӳстернĕ.  Кун пирки Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче саккун йышăннă. Вăл çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче вăя кĕчĕ. Вăрман çумĕнче типĕ курăк çунтарнăшăн тата унта пушар тунăшăн ахаль çынсемшĕн штраф 10 хутчен, должноçри тата юридици сăпатĕнчи çынсемшĕн 2 хут ытларах ӳснĕ. Раççейри синкерлĕ лару-тăру министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕн инспекторĕпе Святослав Волковпа нумай ыйтăва уçăмлатрăмăр.