Раççейĕн тĕрленĕ карттине пахаларĕç
Çĕршыв регионĕсене пĕрлештерекен проект. Эрнекун Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççейĕн тĕрленĕ карттине пахаларĕç. Маларах палăртнă пекех чаплă уява Раççей халăх артисчĕ Надежда Бабкина та хутшăнчĕ. Пултаруллă юрăç Чăваш Енре «Раççей юррисем» фестиваль-марафон та ирттерет. Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕччен вăл регионти тĕрлĕ ял-хулана çитсе килĕ.