ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Тĕп план тумалла

Агропромышленность комплексĕн чи кирлĕ тытăмĕсене аталанма тата уйрăм хуçалăхсене тĕрев пама федераци хыснинчен республикăна пилĕк миллион тенкĕ килмелле. Нухратпа ятарлă налук йĕркипе ĕçлекенсем те усă кураяççĕ. Укçана пахча-çимĕç, çĕр улми туса илме, выльăх-чĕрлĕх усрама янă тăкаксене саплаштараççĕ. Ку тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Чăваш Енре районсене муниципаллă округсене куçараççĕ. Çакна шута илсе тăрăхсен çĕнĕ тĕп план пулмалла. Хутсене хатĕрлеме пуçланă. Икĕ район – Красноармейски тата Çĕмĕрле – муниципаллă округ пулса тăнă. Тĕп план тума асăннă тăрăхсем контракт çырнă. Ытти район ку ĕçе çывăх вăхăтра пурнăçлĕ. Раççей шайĕнче федераци хыснинчен укçа илекенсене тĕрĕслеме чарнă. Тĕрĕслеве 2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен ирттерме юрамасть. Ку йышăнăва Чăваш Енре те çирĕплетрĕç. Республика хыснинчен нухрат тивĕçнĕскерсене те палăртнă вăхăтчен чăрмантармĕç. Чăваш Ен «Вĕренӳ» саккунĕн 14-мĕш статйине улшăну кĕртрĕç. Унпа килĕшӳллĕн тӳлевсĕр апат çиме май пур тата ятарлă формăпа тивĕçтереççĕ. Унпа республикăри Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче вĕренекенсем усă кураççĕ. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче пĕлӳ çуртĕнче 367 ача ăс пухнă. Унта пилĕк хут апат çитереççĕ. Кашни çул республика хыснинчен 16 миллион çурă тенкĕ уйăрмалла пулĕ. Кăçал апат çитерме 12 миллион тенкĕ ытла, ятарлă формăпа тивĕçтерме 21 миллион тенке яхăн пăхса хăварнă. Паллах, ку укçа виçи кашнинче расна пулĕ. Алексей Зотиков, Татьяна Трофимова, Бахтияр Велиев